АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пархатарлă нумай ĕç тунă, вĕсем малашне те пулĕç

12:02 22 января 2015 г.

   Любовь Шуряшкина, Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăлл. коммуникацисен министерствин "Комсомольски районĕн "Каçал ен" хаçат редакцийĕ" автономии учрежденийĕн тĕп редакторĕ:

     - Эпир, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, Чăваш Енре пулса иртекен ĕç-хĕле куллен çутатса тăратпăр. Çавна май республикăра пулса иртекен паллă событисен, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен летопиçне çырса пыратпăр тесен те йăнăш мар.

    Чăнах та, иртнĕ çулсенче пархатарлă нумай ĕç пурнăçланă, вĕсем халĕ те малалла тăсăлаççĕ. Акă, 2014 çулта пирĕн тăрăхри Киров поселокĕнче модуллĕ фельдшерпа акушер çĕнĕ пункчĕ хута кайрĕ. Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ, вĕсен пурлăх никĕсĕ пуянланать. Иртнĕ çул пирĕн районта Республика кунне йĕркеленипе лайăх нумай улшăну пулчĕ. Кирек хăш ял çынни те ял урамĕсенчи çул лайăх пулсан савăнать, çав шутра эпĕ те. Хăйĕн Çырăвĕнче Михаил Васильевич кăçал та ку енĕпе тата ытти нумай тимлĕ ĕçлеме тĕллев лартрĕ. Эпир те, хаçатçăсем, хамăрăн тивĕçĕмĕре пурнăçласа, хамăр вулакансене малашне те çав хыпарсемпе паллаштарса тăрăпăр".

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика