17:41 01 октября 2014 г.
Тивĕçлĕ канăва тухнă кирек кам та Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне шăпчăк çу кунĕсене кĕтнĕ пекех кĕтнĕн туйăнать. Кĕтмесĕр, ĕмĕрĕпе юнашар ĕçлесе пĕр çемьери пек пурăннă çынсен пенсие кайсан яланах тĕл пулма майсем çук-çке. Çавăнпах вĕсем пĕр-пĕрне курсан кăмăл туличчен калаçаççĕ. Кунсăр пуçне тăван коллективăн хальхи пурнăçĕпе те кăсăкланаççĕ, çамрăксене кирлĕ сĕнỹпе, канашпа та пулăшма вăхăт тупаççĕ.
"Каçал ен" ("Октябрь ялавĕ") хаçатра ĕçленисем октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне пухăнчĕç. Пичет ветеранĕсене ЧР Информаци политикин министерствин "Комсомольски районĕн "Каçал ен" хаçачĕн редакцийĕ"хăй тытăмлă учрежденийĕн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, РФ Страховани фончĕн районти уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Валентина Тихонова уяв ячĕпе саламларĕç. Çирĕп сывлăхпа канлĕ ватлăх, ачисемпе мăнукĕсенчен пархатар, вăрăм кун-çул сунчĕç.
Ветерансем тĕл пулсан сăмах шăнкăр шыв юххи пек юхрĕ. Хăнасем хăйсем ĕçленĕ вăхăтсене ăшшăн аса илчĕç, район хаçачĕн паянхи ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕç, çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕçтешĕсене шăппăн ларса асăнчĕç.
Пирĕн ветерансем - питĕ канăçсăр çынсем, пĕр самант та ĕçсĕр ларма юратмаççĕ. Акă, Николай Константинович Скворцов, сакăр теçетке çул урлă каçнă пулин те, вĕлле хурчĕсем тытать, тĕрлĕ техника пуçтарать. Хаçатра фотокорреспондентра тăрăшнăскер, халь те пушă вăхăтра хушăран алла фотоаппарат тытса сăн ỹкерчĕксем тăвать. Зинаида Николаевна Соловьева вара пахча çимĕç çитĕнтерме ăста. Кĕрхи кунсем çитсен вăрмантан тухма пĕлмест, кăмпана çỹрет, çак çимĕçпе пурне те сăйлать. Василий Васильевич Гаврилов килти ĕçпе çеç çырлахмасть, "Каçал ен" хаçата районти паллă спортсменсем çинчен статьясем çырма та вăхăт тупать. Людмила Дмитриевна Бариновăна вара редакци коллективĕ паян та хăйĕнчен ярасшăн мар, ветеран 3 çула çитичченхи ачипе ларакан корректор вырăнне тăрăшать. Людмила Дмитриевна çакăнпа хăй те кăмăллă. "Çамрăксем хушшинче ĕçленипе пĕртте ватăлма вăхăт çук", тет вăл. Валентина Петровна Тимофеева, редакцин тĕп бухгалтерĕнче тăрăшнăскер, шут ĕçĕнчен паян та уйрăлман тесен те юрать. Луцки чиркĕвĕн казначейĕнче тăрăшать. Вăл çĕр çинче ĕçлеме те юратать, унăн пахча çимĕçĕ çулсеренех ăнса пулать, палисадникĕнче тем тĕрлĕ чечек те çитĕнет. Кĕрхи-хĕллехи каçсене алса-чăлха çыхса кĕскетет.
Вăт çапла вĕсем пирĕн аслă юлташсем. Пурнăç пиçĕхтернĕскерсем малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики