АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУХĂÇ САВĂНТАРТĂР

06 мая 2008 г.

 

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать»,— тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Çавăнпах ĕнтĕ хуçалăхсем те, уйрăм çынсем те çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерме тăрăшаççĕ. Çакăнпа пĕрлех ăнăçлă тырпул, пахчаçимĕç ÿстересси вăрлăхран нумай килнине те манас марччĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсем, фермерсем районти вăрлăх инспекцийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех эпир хамăр патăмăрта уйрăм хуçалăх, дача хуçисене курма питĕ хавас.

Халĕ пур çĕрте те çĕрулми лартас ĕç хĕрсе пырать. Чылай хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн фитофтороз, парша, типĕ çĕрĕк текен чирсем ытларах пулни палăрчĕ. Уйрăм хуçалăхсенче те вĕсем пурах. Вăхăта тăсмасăр вăрлăха пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çÿлерех асăннă чирсене хирĕç кĕрешмелли им-çам сахал мар. Вĕсенчен пĕри — биологи препарачĕ «планриз». Çĕрулмине лартиччен маларах 1 тонна вăрлăха 0,5—1 л препаратпа сирпĕтмелле. Çак им-çам пĕрчĕллĕ культурăсемшĕн те юрăхлă. Унпа тырра акас умĕн е 3—5 кун маларах усă курма юрать.

Пахчаçимĕç вăррине тăпра айне тăвиччен 1 литр шыва 10 мл «планриз» препарат янă савăтра темиçе минут тытса тăмалла. Калча тымарне, хунавсене 15 минут хушши 1:200 концентраципе хатĕрленĕ хутăшра тăратмалла. Çакăн пек тусан вара калча тымарĕсем сывă, тĕреклĕ, тунисем парка пулаççĕ.

Ÿсентăрана лартнă хыççăн та пăхса-сăнасах тăмалла. Пахчаçимĕç культурисем çинче 3—4 çулçă тухсан тата каярах кашни 10 кунран мĕн çимĕç пуçличчен сирпĕтме манмалла мар. Тăкакламалли виçе 10 литр шыв çине 30—5 мл «планриз» препарачĕ кирлĕ (0,3—0,5 процент шĕвек). Çĕрулми çинче фитофтороз тата ытти чирсем палăрма пуçличченех авăра сирпĕтмелле (1 гектара 1,0—2,0 л çитет). Пĕрчĕллĕ культурăсене те çак виçе тивĕçтерет. «Планриз» препарат 4—8 градус ăшăра 30 кун таран упранать. Вăл çынсемшĕн те, кайăксемпе чĕрчунсемшĕн те, пулăсемшĕн те сиенлĕ мар. 1 литр кĕрекен савăт 115 тенкĕ тăрать. 5, 25 литрлă савăтсемпе те сутаççĕ.

Ял çыннисем ăна çак кунсенчех пирĕн патра туянма пултараççĕ. «Планриз» препарата хатĕрлекенĕ —Чăваш Республикин «Российский сельскохозяйственный центр» ФГУ. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Кременски урамĕ, 36-мĕш çурт. Ыйтса пĕлес текенсем валли телефон номерĕсем: 51-44-85, 51-44-12, 51-88-13 факс.

Вăрлăх инспекцийĕн специалисчĕсем тĕрлĕ сĕнÿ-канаш парса пулăшма пултараççĕ. Препаратсем туянас пулсан та пирĕнпе калаçса пăхни пăсмасть. Эпир сире район администрацийĕн çурчĕн 1-мĕш хутĕнче вырнаçнă вăрлăх инспекци-йĕнче кĕтетпĕр. Тел.: 5-14-86, 5-12-91.

Тухăçлă тырпул, пахчаçимĕç туса илсен чун савăнать. Ĕçлени, тăрăшни сая каймарĕ тесе çĕрĕçченĕ яланах тулли кăмăлпа пахчине, хире тухтăр.

.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика