АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛÇŸРЕВРЕ ПУЛТĂМĂР

30 апреля 2008 г.

 

ТАЙСЕН ÇĔРШЫВĔ

Пуш уйăхĕнче эпир Эльвира аппапа туристсем пулса икĕ эрне хушши Таиланд çĕршывĕнче пулса куртăмăр. Çавăн çинчен хамăр ентешсене кĕскен каласа парас килчĕ.

КĔСКЕ СПРАВКА

Таиланд — Кăнтăр Хĕвелтухăç Азири çурма утравсем çинчи çĕршыв. Индокитайпа Малакко çур утравĕсем çине тинĕс хĕрринче вырнаçнă. Тĕп хули Бангкок. Çĕршывăн 25 процентне тропика вăрманĕсем йышăнаççĕ. 514 пин тăваткал километрлă патшалăхра 60 миллион çын пурăнать. Çулталăкри сывлăш температури вăтамран 22—29 градус ăшă.

Ытларах ял хуçалăхĕ аталаннă. Кунта рис, куккурус, джут, хлопок, каучуклă ÿсентăрансем ÿстереççĕ. Сахăр тростникĕ, банан, ананас чылай кунта. Пулăран тунă çимĕçсене ытларах ют çĕршывсене сутаççĕ.

Вольфрам пуянлăхĕпе тĕнчере малти вырăнсенче.

Туризм — экономикăн тĕп отраслĕ.

Мĕн курнине, пĕлнине сăмахпа туллин каласа пама майĕ те çук пулĕ. Кунта çитсен пачах урăх тĕнчене пырса кĕнине туятăн. Çутçанталăкĕ пачах урăх. Ÿсентăранĕсем те тĕлĕнтереççĕ, урăхла экзотика. Пире кунта аван йышăнчĕç. Малтан икĕ кун Бангкокра пултăмăр, тĕп хулапа паллашрăмăр, унтан пире тинĕс хĕрринчи Паттайя ятлă хула отельне вырнаçтарчĕç. Кунта çанталăк яланах шăрăх тăрать-мĕн. Çанталăка кура çулталăка виçĕ пая уйăраççĕ: шăрăх, питĕ шăрăх, тÿсме çук шăрăх ятлă вĕсем. Эпир «шăрăх» ятлă вăхăтра лекрĕмĕр. Апрелĕн 14-мĕшĕнчен август уйăхĕччен тÿсме çук шăрăх тапхăр пулать-мĕн. Вăйлă çумăрсем çăваççĕ. Сăмах май каласан, апрелĕн 14-мĕшĕнче кунта Çĕнĕ çул пуçланать (пуçланнă ĕнтĕ) — 2552 çул. Ирхи апат çисен тинĕсе шыва кĕме кайнă. Уйрăмах ир кÿлĕм кĕме аван, ун чух прилив пулать. Кăнтăрла хыççăн — отлив, шыв тасамарланать. Таиланд çыннисем хĕвелпе пиçесрен хÿтĕленеççĕ, шыва та çи-пуçпа кĕреççĕ. Йĕрке тăрăх пире ирхи апат панă, кайран хăвăн шутупа апатланмалла: кам ресторана каять, кам магазинта туянса килте апатланать.

Кашни кунах экскурсисене илсе каятчĕç. Кауссен паркĕнче те, храмсен комплексĕнче те, крокодилсен ферминче те пулса куртăмăр.

Шыври рынокра та пулса кимĕсемпе çÿрерĕмĕр. Тавар сутакансем те, туянакансем те кимĕсемпе канавсем тăрăх çÿреççĕ. Тахçан авал патшалăх пуçлăхĕ Венецие кайса курнă хыççăн çавăн пек шыв транспорчĕпе çÿреме канавсем чавтарнă. Автомобиль транспорчĕ вăй илнĕ хыççăн шыв транспорчĕн пĕлтерĕшĕ нумай чакнă. Хулара халăх ытларах «тук-тук» текен транспортпа çÿрет. Вăл пирĕн маршрутка майлăрах. Хулара çуран çÿрекене курма çук. Кама та пулин урамра куратăн пулсан — вăл турист. Тĕрлĕ шоусенче пултăмăр: крокодилсен, çĕленсен тата ытт йышши шоусем питĕ кăсăклă. Слонсем çине ларса çÿрессине те йĕркеленĕ, эпир те çÿресе куртăмăр.

Патшалăх пуçлăхĕ кунта — король. Корольпа королева тата вĕсен килйышĕ питĕ пысăк хисепре. Турă вырăннех хураççĕ вĕсене. Вĕсем çумне ахаль çын сĕртĕнме те пултараймасть-мĕн. 1946 çултанпа IХ Рама король пуç пулса тăрать, сакăр вуннăра ĕнтĕ. Çĕнĕ короле король йă-хĕнчи арçын лармалла. Хальхи королĕн пĕр ывăл, виçĕ хĕр. Ывăлне халăх кăмăлламан пирки мăнукне короле лартма пăхнă-мĕн. Мăнукĕ цунами вăхăтĕнче путса вилнĕ. Король таврашне алăпа та тытма юраман пирки путакан мăнука çăлма хăякан пулман. Пĕр хĕрне король чинне пама шутлаççĕ текен сăмах çÿрет-мĕн.

Таиландра слон чи таса, хисеплĕ выльăх шутланать. Слонсене килтех усраççĕ. Шурă тĕслĕ слона çветтуй пекех чыслаççĕ-мĕн. Камăн та пулин слонĕ шурă тĕслĕ слон çуратса парсан, ăна тĕрĕсленĕ хыççăн король керменне илсе каяççĕ-мĕн. Çав шурă слон хуçине мĕн виличченех пурăнмалăх çителĕклĕ пособи парса тăраççĕ.

Таиланд çыннисем питĕ кăмăллă. Кăшкăрса, шавласа çÿрекен çук. Нихăçан та васкамаççĕ-мĕн. Васкавлă, кирлĕ тĕл пулăва вăхăтра пыманшăн ятласси, кÿренесси çук-мĕн. Кунти çынсене хăмсарса кÿрентерсен, полици яланах хăйсен халăхне хÿтĕлет.

Арçынпа хĕрарăм пĕр тан праваллă. Çакăн пек йăла çи-рĕпленнĕ тата: кашни арçыннă- нах еркĕн пулмалла, арăмĕсем çакна хирĕçлемеççĕ. Ытлашши иртĕхсе кайсан — уйрăлаççĕ.

Çурт-йĕрсем чаплă. Çапах пурте пуян теме çук, хижинăсенче пурăнакансем те сахал мар.

Гидсем пĕлтернĕ тăрăх, эпир пулнă Паттайя хулинче пурăнакансенчен çурри — туристсем. Туристсен йышĕнче Раççей çыннисем çитмĕл процента яхăнах-мĕн. Ăçта пырсан та вырăсла калаçнине илтетĕн. Эпир ĕмĕрте пĕрре турист пулса куртăмăр. Кайса курнипе питĕ кăмăллă юлтăмăр. Фотоаппаратпа тата видеокамерăпа ÿкерсе илнисем ачасемпе мăнуксене те кăсăклантарчĕç. Хамăр та вĕсене пăхса иртнине аса илĕпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика