АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРЛĔ МЕРОПРИЯТИСЕМ ЙĔРКЕЛЕТПĔР

30 апреля 2008 г.

 

Пушара сÿнтерни çеç мар, унран асăрханмалла та. Пирĕн инспекторсем тăтăшах шкулсенче пулаççĕ. Ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Викторинăсене, конкурссене пĕчĕккисем те, аслăраххисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Ÿкерчĕксем, сăвă-калав урлă вĕсене вут-çулăм мĕн тĕрлĕ хăрушă пулнине ăнлантарма тăрăшатпăр. Ача аллинчи шăрпăк пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Çавăнпа та ачасемпе профилактика ĕçĕсем ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Осторожно, огонь» конкурса ача сачĕсене çÿрекенсем те, шкулсенче пĕлÿ илекенсем те хапăлласа хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра эпир «Жилище-2008» уйăхлăх ирттеретпĕр. Пирĕн инспекторсем ялсенче пулса çурт-йĕрсене пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе тĕрĕс-леççĕ, çынсемпе калаçусем ирттереççĕ. Ачасем вут-кăварпа ан выляччăр, пушар тухасран асăрханччăр тесе шкулсенче апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа уйăхлăх пырать. Ку вăхăтра калаçусем йĕркелеççĕ, вĕренекенсем пушар хăрушлăхĕ пирки диктантсем, сочиненисем çыраççĕ, викторина ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Çак енĕпе малашне те ĕçлесшĕн 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика