АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРĔСЛЕВСЕМ ИРТТЕРЕТПĔР

30 апреля 2008 г.

 

Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен вут-çулăм сÿнтернипе çеç мар, вăл сиксе ан тухтăр тесе те тăрăшмалла. Çак енĕпе Владиcлав Борисович Тихоновпа Вячеслав Витальевич Мамуткин тăрăшаççĕ. Вĕсем час-часах ĕç коллективĕсене çитеççĕ, шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ, ял халăхĕпе калаçусем ирттереççĕ.

Вĕсене уйрăмах хĕллехи кунсенче урамсене уçманни пăшăрхантарать. Пĕр-пĕр пĕчĕк урамра пушар сиксе тухсан, унта техника кĕреймесен те пултарать. Çавăнпа та ку ыйтăва халăхпа пĕрле шутласа ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен уççи-хуппине тупмалла. Инкек манпа пулмасть тесе никам та татăклă шантарса калаймасть. Вырăнти пушар машинисене те сыхласа хăвармалла. Ку енĕпе те халăхăн, депутатсен, ял поселени пуçлăхĕсен пĕр чĕлхе тупмалла. Ялтах пушар сÿнтерекен техника пурри вут-кăвара вăхăтра чарса лартма май парĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика