АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИРĔН ĔÇĔР ПАРАХАТРЛĂ

30 апреля 2008 г.

.

 

Пушар хуралĕн ĕçченĕсен (халĕ вăл Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен ЧР патшалăх учрежденине кĕрет) çулсеренех хăйсен паллă кунĕ пур. Апрелĕн 30-мĕшĕнче вĕсем пушар хуралĕн кунне паллă тăваççĕ. 1649 çулта çак кун Раççейре «Наказ о градском благочении» текен Указ кăларнă. 1918 çулта «Вут-çулăмпа патшалăх енчен тивĕçлипе кĕрешессине йĕркелесси çинчен» декрет йышăннă. 1931 çулта Чăваш АССРĕнче Коммуналлă хуçалăх çумĕнче Пушар хуралĕн управленине туса хунă. Комсомоль-ски пушар хуралне 1962 çулта йĕркеленĕ. Пушар хуралĕн пĕрремĕш начальникĕнче Иван Евграфович Евграфов тăрăшнă. 1967—1973 çулсенче Анатолий Степанович Митюков вăй хунă. 1974 çулта пушар чаçĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканран пуçласа Виталий Борисович Мамуткин 1991 çулччен начальник пулнă. 1992 çултан Владимир Васильевич Павлов начальникре ĕçленĕ. 1999 çултанпа районти пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен чаçе Сергей Алексеевич Алексеев ертсе пырать.

Кĕскен çеç пушар хуралĕн историне çапла çырса пама пулать. Анчах та çак çулсенче мĕн кăна пулса иртмен-ши; Ĕлĕкрех район территорийĕнче улăм витнĕ çуртсем нумай пулнă. «Хĕрлĕ автан» алхасма пуçласан касси-кассипе, ялĕ-ялĕпе çунса кайнă. Паянхи кун та пушар хуралĕн ĕçченĕсен кăткăслăхĕ пĕрре те чакман. Район территорийĕнче инкек сиксе тухать-тухатех. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: электропроводка, юсавсăр электроприборсем, çутçанталăк сиенĕ... Пурне те каласа пĕтереймĕн. Тепĕр чухне çынсен тимсĕрлĕхĕ те пысăк инкек патне илсе çитерет. Ачасем вут-кăварпа выляни те пушар кăларса тăратать. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çавăнпа та районти пушара хирĕç кĕрешекен чаçре яланах сыхă. «Хĕрлĕ автан» выляма пуçласан çийĕнчех çула тухаççĕ, вырăна çитсе вут-çулăмпа кĕрешме пуçлаççĕ. Темĕн те курма тивет вĕсен пушар алхаснă чухне. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр инкекпе кĕрешеççĕ. Кунта çирĕп вăй-хал та, ăс-тăн та, çаврăнăçулăхпа хăюлăх та кирлĕ. Шăпах çавăн пек çынсем ĕçлеççĕ те пушар хуралĕнче. Унта 24 çын тăрăшать. Вĕсенчен чылайăшĕ нумай вăхăт ĕçлет, опытлă. Часть начальникĕ С.Алексеев вĕсен хушамачĕсене хăпартланса асăнчĕ. Юрий Иванов, Алексей Шемекеев, Николай Лупов, Анатолий Тихонов водительсем ырă сăмаха чăннипех те тивĕçлĕ. Чылай çул ĕçлекенскерсем, инкек сиксе тухсан çийĕнчех пушар сÿнтерме кайма хатĕр.

Начальник çумĕ Андрей Жуков, тĕп инженер Андрей Жирнов пĕрре мар пушар сÿнтернĕ çĕре хутшăннă.

Районти пушар хуралĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика