АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТРИАРХĂМĂР ЯЧĔПЕ

30 апреля 2008 г.

 

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине уявласа апрель уйăхĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пулса иртрĕç. Патриархăмăр ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăх пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Шкулсем уçса ачасене хутла вĕрентесси Иван Яковлевичăн чи пысăк тĕллевĕсенчен пĕри пулнă. Чăвашăн çĕнĕ çырулăхне пуçарни, букварь кăларни унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр пулнине кăтартаççĕ.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. И.Яковлева сума суса, унăн ятне асра тытса Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, паллă ăсчах, этнопедагог Г.Волков залра ларакансене çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхне ăшă сăмахсемпе саламларĕç.

Пухăва ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕ Р.М.Лизакова ертсе пычĕ.

Комсомольски районĕн делегацийĕ те савăнăçлă пухăва хутшăнчĕ. Геннадий Никандрович Волков пирĕнпе хаваспах калаçрĕ, хăйĕн кĕнекине алă пусса парнелерĕ. Пуху хыççăн пăхнă «Иван Яковлев» опера вара пурне те килĕшрĕ. Аслă патриарха çапла хисеплени, ăна сума суни кашни чăваш çыннине мăнаçлантарчĕ. Мускавран килнĕ Л.Д.Некрасова мăн аслашшĕне манманшăн, ăна хисеп тунăшăн савăннине пĕлтерчĕ, ăшшăн тав турĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика