АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНЕКЕНСЕНЕ ПУЛĂШМА ХАВАС

30 апреля 2008 г.

 

Професси суйласа илесси кашни çыншăн яваплă утăм. Çавăнпа та шкул вăхăтĕнчех ĕç пирки тĕплĕн шутламалла. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелени те паха. Профориентаципе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явни çамрăксемшĕн чи кирли. Тĕрлĕ тĕл пулусем ирттерни, ĕç тупас енĕпе тĕп ыйтусене сÿтсе явни ачасемшĕн усăллă. Çавăнпа та вĕренекенсемпе уйрăм çын ĕçлемелле. Акă, акци вăхăтĕнче 82 çын профориентаци енĕпе ĕçлеме килĕшнĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ.

Аслă классенче вĕренекенсемпе “Твой профессиональный маршрут” ятпа мероприяти ирттернĕ. 7—8-мĕш классенчи ачасемпе “Мир профессий” ятпа ятарлă заняти йĕркеленĕ. “ 5 плюс МЫ” заняти те 5—6-мĕш классенче вĕренекенсен кăмăлне кайнă. 1—4-мĕш классенче пĕлÿ пухакан ачасем те пулас професси пирки тĕрлĕрен шухăшлаççĕ.

Вĕренекенсемпе малашне те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика