АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇРЕ ЫРĂ ЯТ ÇĔНСЕ ИЛНĔ

26 апреля 2008 г.

 

Александра Федоровна Маркова, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ суту-илÿ ĕçченĕ, çут тĕнчене килнĕренпе çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче 85 çул çитет. Вăл Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă.

Ялти шкулта çичĕ çул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. 1939 çулта Комсомольски районне туса хурсан ялпо ялта лавкка уçма йышăннă, сутуçă шыранă. Ял халăхĕ ĕçчен хĕрачана, Саньккана, продавец пулма сĕннĕ. Ашшĕ те, колхоз председателĕнче ĕçлекенскер, хĕрĕ лавккана ĕçлеме каяссине хирĕçлемен. Анчах Санькка шикленсе ÿкнĕ: ара, растрата тусан тĕрмене хупаççĕ вĕт! Çапах та килĕшмех тивнĕ. 16 çулхи хĕрача ĕçе пĕтĕм чун-хавалне парса туса пыма тытăннă. Йывăрлăхĕ нумай пулнă. Лаша кÿлсе тавара хăйĕн каймалла, тиемелле, пушатмалла, сутмалла. Çул-йĕрĕ питĕ япăх пулнă.

— Пĕррехинче,— каласа парать Александра Федоровна,— Комсомольскинчен ман лав çине виçĕ лавкка валли пĕр пичке пулă хурса пачĕç. Таврăннă чух лаша ĕрĕхсе кайрĕ те урапа çинчен пички-мĕнĕпех çаврăнса ÿкрĕмĕр, лаши тарчĕ, пуллисем çĕр çине тухса ÿкрĕç. Аптраса ÿкрĕм. Юрать ырă çын тупăнчĕ, пулăшрĕ. Ĕçĕ çăмăл пулман. Тавар сутмалли плана тултармаллипе пĕрлех пирĕн çăмарта, çăм, хут, тимĕр-тăмăр, шăмă пухмаллаччĕ, килĕрен çÿреме тиветчĕ...

Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче питĕ йывăр пулнă. Лашасене чылайăшне фронта ăсатнă, тавар патне кайма лаша тивĕçмен. Вăкăрпа çÿресси нушаллă пулнă: вăл час-часах кутăнлашнă. Таварне сахал панă. Нумай чухне тавара пĕчĕк урапапа, çунашкапа кайнă, хушăран кутамккапа та йăтнă. Халăх тавар, ялпо план ыйтать.

— 50-мĕш çулсенче,— калаçăва тăсать Александра Федоровна,— тавар сутмалли плансене ÿстерме пуçларĕç. Ялта çеç сутнипе плана тултарма çук, пасарсене çÿреме тиветчĕ, кÿршĕ районсене çитичченех сутă тума çÿреттĕмĕр. Эсĕ плана яланах ирттерсе тултаратăн, тесе татах хушса паратчĕç. Эй! Мĕн каламалли пур, ĕçĕ çăмăл пулман. Çăмарта пухма задани паратчĕç, çĕрулми те хатĕрлемелле, пай укçи пухма та çăмăл марччĕ... 17 çул хутса ăшăтман лавккара сахал мар шăнса кÿтнĕ... Аса илетĕп те, хам та тĕлĕнетĕп: мĕнле кăна чăтнă. Çапах та хăнăхнă ĕçе пăрахса каймарăм, çакна камăн та пулин тумалла вĕт! Эпĕ лайăх ĕçлеме пултарнине кура пулĕ, ман пата час-часах практикантсем ярса паратчĕç. Хам пĕлнĕ таран вĕрентеттĕм вара. Эпĕ вĕрентнисем кайран Канашра та, Шупашкарта та ĕçлерĕç...

— Тата çакна та каласшăн-ха,— тăсать аса-илĕвне Александра Федоровна,— ферма ĕçченĕсем валли фермăра ларек пекки уçрăмăр, продавецсăр ĕçленĕ вăл. Эпĕ тавар кайса параттăм та, пухăннă укçине илсе килеттĕм. Темиçе çул ĕçлерĕ çак ларек, укçа хумасăр тавар илекенни пулман вара. 60-мĕш çулсенче çакăн пек йĕрке турĕç: пирĕн график тăрăх кашни эрнере пĕрре Канашри универбазăна кайса тавар суйласа хăвармаллаччĕ. Вăхăтра каймасан, таварсăр юлатăн... Хĕллехи пĕр кун (график çапла пулнă), эпир Луцки салинчи магазин сутуçипе универбазăна леçмелли пушă михĕсене кутамккаласа çула тухрăмăр. Çил-тăман алхасать, çулне аран тупатпăр. Çул çинче Канашран таврăнакан «Россия» колхоз председательне хирĕç пултăмăр.

— Хĕрсем, ăçта каятăр çак çанталăкра, айтăр каялла, çитейместĕр,— хĕрхенсе калаçать вăл.

— Пирĕн план тултармалла, тавар кирлĕ тата çак пушă михĕсене вăхăтра тавăрса памасан, пире штраф тÿлеттереççĕ,— тетпĕр.

Таварсене Канашран машинăсемпе тиесе килме пуçласан та, Комсомольскинчен вунă çухрăмри яла çул çук пирки час-часах çитейместчĕç, пирĕнех нушаланса илсе кайма тиветчĕ...

Александра Федоровна колхозра тата районти çĕр ĕç пайĕнче пĕр хушă агроном пулса ĕçленĕччĕ. Вăл Патăрьелĕнче икĕ çуллăх хуçалăх шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Халăх ыйтнипе хĕрарăм каллех суту-илÿ ĕçне тытăннă. Юратнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынă. Халăх та, пуçлăхсем те тивĕçлипе хисепленĕ ăна.

1970 çулта ăна РСФСР суту-илÿ тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне парса чыс тунă, 1974 çулта Правительство Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. СССР Потребкооперацин VIII съездне те делегат пулса хутшăннă.

Общество ĕçне активлă пурнăçланă. Хĕрарăмсен советне ертсе пынă, халăх контроль группинче ĕçленĕ. Пенсие тухсан чылай çул райпо системинчи ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшрĕ.

— Эпĕ пенсие тухас умĕн, 1978 çулта, ялта чаплă магазин туса лартрĕç, виççĕн ĕçлеттĕмĕр,— ăшшăн аса илет Александра Федоровна. — Магазинта ăшă, çутă, таварне те кÿрсе пама пуçларĕç... Халĕ ĕçлекенсене ăмсанса çеç пăхатăп.

Пурнăç çулĕ тĕрлĕрен: малтанхи упăшкипе уйрăлма тивнĕ. 1954 çулта вăрçă участникĕпе Федор Емельянович Марковпа çемье çавăрнă. Ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ Александра Федоровна. Ывăлĕ Геннадий сăрт-ту инженерне вĕренсе тухса, пенсие тухичченех шахтăсенче ĕçленĕ. Халĕ мăшăрĕпе амăшĕ патне таврăннă. Хĕрĕ Светлана амăшĕн çулĕпе кайнă теме пулать. 1977 çулта райпора бухгалтерта ĕçлеме тытăнать, 1980 çулта ăна тĕп бухгалтер пулма шанаççĕ. Амăшĕ пекех, ĕçре пысăк пултарулăхпа, ĕçченлĕхпе тăрăшать. Комсомольскинчи райпо юлашки çулсенче тупăшлă ĕçлесе пырать, республикăра та, Раççейре те яланах малта пыракансен йышĕнче. Çакăнта Светлана Федоровнăн тÿпи пĕчĕк мар тесшĕн.

Александра Федоровнăн 5 мăнук, пурте ÿснĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех, ĕçре пултаруллă.

Александра Федоровна ватлăха парăнасшăн мар-ха, Комсомольскинче пурăнакан хĕрĕпе кĕрÿшĕ патне вăхăт пулсанах велосипед çине ларса вĕçтерсе çитет. Халĕ ĕлĕкхи мар, çулĕ такăр, асфальтлă.

Тăванĕсемпе, тусĕсемпе пĕрле эпир те çитес юбилей ячĕпе сывлăх сунса саламлатпăр ăна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика