АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛЛЕВЛĔН УСĂ КУРАÇÇĔ

26 апреля 2008 г.

 

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăха аталантарма кредит параççĕ. Çăмăллатнă кредита илес текенсен йышĕ те ÿссех пырать. Кредит пирки тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тĕп специалисчĕпе Людмила Михайловна Мухинапа тĕл пултăмăр.

— Людмила Михайловна, кăçал районта пурăнакан миçе çын харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа усă курма пултарнă?

— 2008 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă кредитпа пурĕ 157 хуçалăх усă курма пултарнă. Вĕсене харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне аталантарма пурĕ 26 миллион та 176 пин тенкĕ панă. Çынсем çăмăллатнă кредита районти Перекет банкĕ, Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă та илеççĕ. Тĕслĕхрен, Перекет банкĕ кăçал 107 çынна 16 миллион та 562 пин тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ 50 çынна 9 миллион та 613 пин тенкĕлĕх кредит панă.

— Асăннă кредита пурте илме пултараççĕ-и?

— Ку енĕпе чăрмавсем çук темелле. Хушма хуçалăх тытакан çынсем ăна пурте илме пултараççĕ. Чăн та, кредита ĕçлекен, тупăш илекен çынсене кăна параççĕ, юлашки 6 уйăхра тупăш мĕн чухлĕ пулнине шута илеççĕ.

Пенсионерсем те кредит илме пултараççĕ. Ăна 5 çуллăха панине шута илсе, кредита 75 тултарнă тĕле татса пĕтермелле.

— Ял поселенийĕсем тăрăх пăхас пулсан, хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита хăш-хăш ял поселенийĕсен территорийĕнче пурăнакансем ытларах илеççĕ;

— Районта пурĕ 12 ял поселенийĕ. Комсомольски ял поселенийĕпе асăннă кредита 33 çын, урмаелсем 26 çын илнĕ. Тукай, Александровка, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕсенче пурăнакансем те кредитпа анлăн усă кураççĕ.

— Кредитпа мĕнле усă кураççĕ, мĕн туянаççĕ, мĕн тăваççĕ?

— Тĕпрен илес пулсан, выльăх-чĕрлĕх витисем тума е юсама, строительство материалĕсем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх е пĕчĕк габаритлă ял хуçалăх техникине туянма усă кураççĕ. Çапла вара çăмăллатнă кредита илсе çынсем хăйсен хушма хуçалăхне чылай çĕнетме, вăйлатма, малалла аталантарма пултараççĕ.

— Чăннипе, граждансене тивĕçтерекен асăннă кредит çулталăка 14 процентпа танлашать. Патшалăх вара кредит условийĕсене çăмăллатма тăрăшса 10 процентне кирлĕ документсем тăратсан çеç саплаштарать. Çак ĕç мĕнлерех пулса пырать?

— Çăмăллатнă кредитпа усă курас тесен йĕркене пăхăнма тивет. Патшалăх тивĕçтернĕ укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни çинчен документсем тăратас пулать. Анчах та çакна пурте вăхăтра туса памаççĕ. Акă, апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 157 çынран 102-шĕ çеç кирлĕ документсене банка панă. Çакă кредитшăн вăхăтра субсиди илессине чарса тăрать. Документсем йĕркеллĕ пулсан çеç субсидие вăхăтра илме пулать. Кредитпа тĕллевлĕ усă курни те чи пахи.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика