АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСЕМ КĔТĔВЕ ТУХАÇÇĔ

26 апреля 2008 г.

 

Çанталăк кунран-кун ăшăтсах пырать. Анчах та хĕл каçнă хыççăн хуçалăхсенче выльăх апачĕ енчен хĕсĕкленсе пырать. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ÿстерме сĕтеклĕ ешĕл апат кирлĕ. Хăшпĕр хуçалăхсем выльăхсене кĕтĕве кăларнă. Анчах та кĕр тыррисем çине кĕртме тăхтаса тăраççĕ-ха. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн, «Госсорткомисси» патшалăх учрежденийĕн, «Дубовка» ОООн выльăхĕсем курăк çинче çÿреççĕ. Малашне ытти хуçалăхсем те ку енĕпе ĕçлесшĕн.

Кăçал, çанталăкне кура-ши, сăвăм пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахалрах. Енчен те иртнĕ çул кашни ĕнерен талăкра 13,5 килограмм сĕт сунă пулсан, кăçал ку кăтарту 12,9 килогрампа çеç танлашать. Çав вăхăтрах «Заря», «Рассвет» хуçалăхсенчи ĕнесем 20,9—20,2 килограмм сĕт антараççĕ. «Пайгас», «Родина», «Восток» хуçалăхсенче те сăвăм пысăк.

Халăхран сĕт пуçтарасси те пырать. Кунсерен халăх ял хуçалăх предприятийĕсене 23 тонна сĕт сутать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика