АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЙ-ХИРТЕ

26 апреля 2008 г.

 

Ака-суха ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене сÿрелесе хатĕрленĕ, минераллă удобренипе апатлантарнă. Çурхи культурăсене 8107 гектар çинче акнă. Ку ĕçе 20 яхăн ял хуçалăх кооперативĕнче вĕçленĕ.

Çĕр улми вăрлăхне лартма хатĕрлесе çитернĕ. Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» вăхăтра лартса хăварас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. “Слава” ял хуçалăх кооперативĕнче 52 гектар çĕр улми лартнă. “Дружба” кооператив 50 гектар лартнă, “Асаново” ЯХПК, “Урожай” колхоз, “Слава картофелю” агрофирма çак ĕçе пуçăннă.

Хуçалăхсем пĕр çул ÿсекен курăксене 1261 гектар çинче акнă. Пахча-çимĕç культурисене акас енĕпе те ĕçлеççĕ, хальлĕхе 7 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Выльăх кăшманне 72 гектар çине акнă, палăртнă план — 173 гектар.

Хăшпĕр хуçалăхсем кĕрхи культурăсене гербицид сапма пуçланă.

Хуçалăхсенче пушă ларакан çук, пур те ĕçе пуçăннă. Çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесси — тĕп тĕллев. Ку енĕпе вара районта çанă тавăрсах тăрăшаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика