АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЯНЛĂХĔ ПУР-ХА, КУЛЬТУРИ ĂÇТА?

23 апреля 2008 г.

 

Çак кунсенче Комсомольски хĕвел анăç енчи урамсемпе «Сельхозтехника» çумĕнчи плотина патне çитрĕм. Пулă тытакансем курăнмарĕç. Шывĕ вара тулса ларнă, куçа илĕртет.

Урамсемпе пынă чух тĕлĕнсе пыратăп: мĕнле чаплă пурăнаççĕ çынсем. Çуртсем хăтлă, икĕ хутлă икĕ килтен пĕрин умĕнче çăмăл автомашина е груз турттармалли ларать. Хăшĕсен машини пĕрре çеç те мар иккен. Пĕр сăмахпа каласан, пуян. Нихăшĕн патне те кĕрсе курман та, пĕлекенсем каланă тăрăх, хуларинчен кая мар: хаклă сĕтел-пукан, кавирсемпе палассем, телевизорсемпе компьютерсем ...

Урамран тухрăм çеç, плотина еннелле каймалли çул çÿп-çап айне пулнине куртăм. Кил-çуртра мĕн ытлашши пур — пурне те кăларса пăрахнă. Плотина патне çывхарнăçемĕн çÿп-çап тата ытларах. Шыв сахал чухне пăрахнă ăпăр-тапăр шыв тулсан, аяла пулнă. Çырантисем хумпа шакăртатса выртаççĕ. Пăсланса сывлăша, шыва варалаççĕ. Кун пирки иртнĕ çул «Каçал ен» хаçатра та çырнăччĕ. Паян та нимĕнле улшăну та çук. Çутçанталăка сыхлакансем те, ял поселени администрацийĕнче ĕçлекенсем те кунта килсе курмаççĕ, курсан та курмăш пулаççĕ. Центрта мар-ха, теççĕ пулинех.

Çак чаплă урамсенче пурăнакансен пуянлăхĕпе культури кил-çуртран тухаймаççĕ пулмалла. Пĕри çÿп-çапа шыв хĕрне кăларса пăрахнине курсан, манăн та кăларса пăрахас-ха, эпĕ çынсенчен мĕнрен кая теççĕ пулас. Сысна та хăй выртакан вырăна вараламасть. Эпир хамăр тасалăхшăн кĕрешмесен, пирĕншĕн кам тăрăшĕ-ха; Ырă ĕçсен çулталăкĕ çитнĕ пулсан, çак урамра пурăнакансем те кунти свалкăран тасаласса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика