АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СТАРТРА – ЧИ МАТТУРРИСЕМ

23 апреля 2008 г.

 

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман уçланкинче çăмăл атлетикăна кăмăллакансем çуллахи спорт сезонне уçрĕç. Çанталăк çумăрлă пулчĕ пулин те вăл спортсменсене чăрмав кÿмерĕ. Кашниех старта тухса чи малтан финиша çитме ăнтăлчĕ.

Тукай ял поселенийĕнчен килнĕ спортсменсем маттуррисем пулчĕç. Э. Иванов 1000 метрлă дистанцие чи малтан вĕçлерĕ. Ун хыççăнах Ю.Никитин, А.Лупов чупса çитрĕç.Тукай ял поселенийĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, шурутсем — иккĕмĕш. Ытти ял поселенийĕсем темшĕн командăсем тăратман.

Вăтам шкулсенче вĕренекен арçын ачасем 2 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. Кунта пуринчен те хăвăртрах чупаканни Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Сергей Волков пулчĕ. Вăл дистанцие чи лайăх вăхăтпа вĕçлерĕ. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн каччи С.Тумаков иккĕмĕш пулчĕ. Святослав Волков (Нĕркеç вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăна алран вĕ- çертмерĕ. Хĕрсем хушшинче 1 километрлă дистанцире М.Белковăна (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) çитекенни пулмарĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ А.Алексеева —иккĕмĕш, А.Шикарева (Аслă Чурачăк) — виççĕмĕш.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекен каччăсем 1 километрлă, хĕрсем 500 метрлă дистанцие чупса вăй виçрĕç. Арçын ачасенчен В.Фадеев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) финиша чи малтан чупса çитрĕ. Е.Земсков (Анат Тимĕрчкасси) — иккĕмĕш, Д.Уласовпа (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) С.Прокопьев (Нĕркеç) — виççĕмĕшсем.

Хĕрсенчен Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче вĕренекен И.Андреева, И.Чернова, И.Терентьева чи маттурисем пулчĕç.

Вăтам шкулсен командисем хушшинче нĕркеçсем пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. Тăманлăвыçлисем — иккĕмĕш, асанкассисем виççĕмĕшсем пулчĕç. Тĕп шкулсенчен анаттимĕрчкассисем — пĕрремĕш, хырхĕррисем — иккĕмĕш, александровкăсем — виççĕмĕш. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотипе парнесене тивĕçрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика