АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САККУН ÇИРĔПЛЕНСЕ ПЫРАТЬ ПУЛСАН ТА

23 апреля 2008 г.

 

Кăçалхи 3 уйăхра районти çулсем çинче виçĕ автоавари пулчĕ, пĕр çын вилчĕ, иккĕн йывăр аманнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти 6 автоаварире пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнăччĕ, улттăшĕ аманса больницăна лекнĕччĕ. Саккунĕ çирĕпленсех пырать пулсан та çул çÿрекенсем йĕркене пăсма пăрахмаççĕ. Хăшĕ-пĕрисен çакă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Акă, кăçал пирĕн сотрудниксем çул çинче çÿремелли правилăсене 957 хутчен пăснине тупса палăртса протокол çырчĕç. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталра йĕркене 574 хутчен пăснăччĕ. Административлă Кодексра штрафсен суммисем ÿсрĕç, чылай водитель правасăр та тăрса юлать. Анчах вĕсенчен хăшне-пĕрне нимĕнпе те йĕркене кĕртме çук. Руль умне ÿсĕрпе ларса тухнă водительсен йышĕ чакас вырăнне ÿссе пырать. Кăçалхи виçĕ уйăхра ÿсĕрле руль умне ларса тухакансенчен 50-шĕ саккунпа явап тытрĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрта 46 водителе тытса чарнăччĕ. Йĕркене административлă майпа пăсакансем кăçал 192 пин тенкĕ штраф тÿлерĕç. Пĕлтĕр ку кăтарту 80 пин тенкĕпе танлашнă.

Тĕрĕслевсен шайне те ÿстерсех пыратпăр, анчах çулсем çинчи лару-тăру лайăх енне улшăнмасть-ха. Кăçал 16 автохуçалăхра тĕрĕслев ирттерсе нумай çитменлĕх тупса палăртрăмăр, кашни руководитель патне предписани çитернĕ. Районти 14 организацире водительсене рейса тухас умĕн, 8-че вĕсем автопарка таврăннине тĕрĕсленĕ. Мĕн улшăнчĕ? Никама та нимĕн те кирлĕ мар тейĕн, йĕркене пăснă, пăсаççĕ те. Акă, кăçал ирттернĕ ятарлă операцисенче, рейдсенче çул çинче çÿремелли правилăсене пăснă тĕслĕхсемпе 93 протокол çырнă, руль умне ÿсĕрпе ларса тухнă 9 водителе тытса чарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика