АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЙ-ХИРТЕ

23 апреля 2008 г.

 

Районти пур хуçалăхра та ака-суха ĕçĕсене пуçăннă. Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăх ĕçченĕсем те хирте тăрăшаççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксен 5222 гектар лаптăкне сÿреленĕ, 1010 гектарне апатлантарнă.

Кĕрхи культурăсене 5708 гектар акнă. 4470 гектарне сÿреленĕ, 3949 гектар апатлантарнă.

Кĕркунне сухаласа хăварнă çĕрĕн 9700 гектарне сÿреленĕ. Çур тыррисене вăхăтра акас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне 7500 гектар акнă. Çак ĕçе 14 хуçалăхра вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ.

5700 тонна çĕр улмине суйласа яровизацилеме хунă. “Слава” ял хуçалăх кооперативĕнче 35 гектар çĕр улми лартнă, “Дружба” хуçалăхра та çак ĕçе пуçăннă. Ку эрнере пур хуçалăх та “иккĕмĕш çăкăра” лартма тухмалла.

Районта хальлĕхе 61 гектар выльăх кăшманĕ акнă. Планпа 173 гектар акма палăртнă.

Пĕр çул ÿсекен курăксене 1130 гектар акнă. Пахчаçимĕçсене хальлĕхе 7 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Симĕс удобрени хатĕрлеме “Слава картофелю” агрофирмăра 100 гектар, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче 130 гектар рапс акнă.

“Алга” ял хуçалăх кооперативĕнче 4 гектар хăмла тымарĕсене каснă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика