АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ВУТ-ÇУЛĂМ ХĂРУШĂ»,– ТЕÇÇĔ АЧАСЕМ

19 апреля 2008 г.

«ВУТ-ÇУЛĂМ ХĂРУШĂ»,– ТЕÇÇĔ АЧАСЕМ

Апрелĕн 17-мĕшĕнче районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен професиллĕ уявне паллă турĕç. Шăпах çак кун, 90 çул каялла, Совет Союзĕнче пушар хуралне йĕркеленĕ. Уяв кунĕнче те ĕçченсем ĕç вырăнĕнче, вĕсен яланах сыхă пулмалла.

Вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе районти “Пучах” ача садне çÿрекенсем те унта çитсе курчĕç. Шăпăрлансене пур япала та кăсăклантарать. Автомашинăсемпе те çывăх паллашрĕç. “Асăрхан, вут-çулăм” конкурса тăратнă ĕçсем те интереслĕ пулчĕç. Кунта вĕсем ăсталанă япаласем пурри те хавхалантарчĕ. Воспитательсемпе ачасем ыттисен ĕçĕсемпе, ятарлă стендсемпе те интересленчĕç. Хăйсем те пушар хуралĕн ĕçченĕсене саламласа сăвă-юрă, ташă парнелерĕç.

Çулсеренех вĕренекенсемпе ачасене тĕрлĕ ĕçе явăçтарас, пушар хăрушă инкек пулнине ăнлантарас тесе “Асăрхан, вут-çулăм” конкурс йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ кашни çулах ÿснине те палăртма кăмăллă. Кам тĕрлесе, тепри ÿкерсе, виççĕмĕшĕ пластилинран ăсталаса, çыхса тĕрлĕ япала хатĕрлет. Уйрăмшарăн ĕçлекенсем те, коллективпа хатĕрлекенсем те пур. Кунта вара ачасен фантазийĕ, ăсталăхĕ калама çук пысăк пулнине палăртмалла. Пĕринчен-пĕри илемлĕ. Уйрăмах Комсомольски 1-мĕш, Урмаел вăтам, Хирти Выçли пуçламăш шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем чылай ĕç пурнăçланă. Пĕччĕккисем те айккинче юлман. Акă, Урмаелĕнчи “Лейсан”, Комсомольскинчи “Пучах”, “Пилеш” ача сачĕсенчи ачасем маттур. Жюри членĕсем вара чи ăста та пултаруллисене палăртрĕç. Вĕренекенсем хушшинче Татьяна Игнатьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çак шкултах 1 ”а” класра пĕлÿ пухакан Наташа Николаева — иккĕмĕш вырăнта. Урмаел вăтам шкулĕн 7-мĕш класс вĕренекенĕ Алиме Азмуханова — виççĕмĕш. Елизавета Гаврилова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс), Анастасия Кузнецова (Нĕркеç вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс) ĕçĕсем те лайăххисен йышĕнче. “Пилеш” ача садĕнчи “Колобок” ушкăн пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Çавăн пекех Хирти Выçли пуçламăш шкул-ача сачĕ, Урмаелĕнчи “Лейсан” ача садне çÿрекенсем пурнăçланă ĕçсем те тĕлĕнмелле илемлĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене парнесемпе, Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ.

Вут-çулăмран асăрханасчĕ. Уйрăмах ачасемпе тĕрлĕ калаçу йĕркелени паха. Шăрпăк вĕсемшĕн тетте вырăнне ан пултăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика