АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМУРОВЕЦСЕМ ĔÇЛЕÇÇĔ

19 апреля 2008 г.

 

Пирĕнтен чылайăшĕ А.Гайдар çырнă «Тимур и его команда» ятлă хайлава вуланах ĕнтĕ. Вуланă çеç мар, сенкер экран çинче юратнă геройсене куç илмесĕр пăхнă. Шел, юлашки вăхăтра ырра вĕрентекен çак фильма питех курма çук.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2008 çула Чăваш Енре «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе йышăнни «лава» вырăнтан аванах хускатрĕ. Ырă ĕç туни чуна ăшăтать, хавхалантарать. Ачасене пархатарлă ĕç тума чĕнсе калани е хушни çеç сахал. Çамрăк ăрăва аслисен ырă тĕслĕх кăтартмалла.

Пирĕн районти шкулсенче те Тимур командисем çĕнĕрен вăй илнине палăртма питĕ кăмăллă. Пĕччен пурăнакан ватă çынсене пулăшассипе ытларах тимлеççĕ вĕсем. Чăнах та, çуркунне çитнĕ май кил таврашĕнче, пахчара, урамра тасатса пуçтармалли чылай. Аран çÿрекен ватта çаксене тума çăмăлах мар. Шкул ачисем пулăшу пани ватăсене питĕ савăнтарать.

Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи пĕччен пурăнакан хĕрарăмсем Анисия Корягина, Анна Шикова, Мария Морозова хăйсен савăнăçне ниепле те пытараймаççĕ.

«Шкул ачисем тирпей-илем кÿме пулăшни пусарса тăракан шухăшсенчен хăтарчĕ»,— теççĕ вĕсем кăмăлтан.

Хурнай ялĕнче пĕччен пурăнакан Надежда Владимирована Мининсен çемйи шефа илнĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем Максим (4-мĕш класс), Мария (7-мĕш класс), Костя (9-мĕш класс) ватă та халсăр Натюш аппана чылай ĕç туса панă.

Тимуровецсене пула тавралăх илемленчĕ, ватă çынсен кăмăлĕ çĕкленчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика