АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АВТОБУС» ОПЕРАЦИ ПЫРАТЬ

19 апреля 2008 г.

Хальхи вăхăтра çул-йĕр пĕрре те пушă тăмасть. Тĕрлĕ маркăллă автомобильсем пĕр вĕçĕмсĕр çÿреççĕ. Унччен нумай çын турттаракан автобуссем çеç пулнă пулсан, халĕ сахал пассажир илсе çÿрекенсем йышлă. Куç умĕнчен сарă, шурă, симĕс тата ытти тĕслĕ «Газель» автобусĕсем татăлмаççĕ.

Автобуссемпе çыхăннă çул-йĕр çинчи инкек кăçалхи 1-мĕш кварталта республикăра 30 хутчен сиксе тухнă. Ку вăл пĕтĕм аварисен 10,6 проценчĕ чухлĕ пулать. Çак инкексенче 4 çын пурнăçĕ татăлни, 46 çын сусăрланни шухăшлаттарать. Пирĕн район территорийĕнче те иртнĕ çул ун пек тĕслĕхсем пулнă. Сахал пассажир илекен автобуссемпе («Газель» тесех вулăр) çыхăннă 17 автоаварие регистрациленĕ. Вĕсенчен улттăшĕнче «Газель» водителĕсем айăплă пулнă.

Сăлтавĕсем мĕнре-ха; Автобуссен водителĕсем укçа-тенкĕ ытларах тăвас тесе хăвăрт çÿреççĕ, салона нормăпа палăртнинчен ытларах пассажирсем лартаççĕ. Уйрăм предпринимательсем водительсемпе кирлĕ инструктаж ирттермеççĕ. Çул-йĕр правилисене пăхăнман тĕслĕхсем те пур. Тепĕр чухне руль умне тин çеç вĕренсе пĕтернĕ çамрăксем ларни, автомобиле тытса пырас ăсталăх пĕчĕк пулни те инкек патне илсе пырать. Кăçал çеç районта автобуссемпе çыхăннă 35 çитменлĕхе тупса палăртрăмăр. 2007 çулта республикăра, çавăн пекех районта та «Автобус» операци иртнĕччĕ. Вăл кăçал пуçланнă та ĕнтĕ. Çапла вара республикăра, районта апрелĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен «Автобус» операци иртет. Ку вăхăтра ГИБДД инспекторĕсем автобуссем çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика