АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИКТОРИНА ПĔТĔМЛЕТĔВĔСЕМ

19 апреля 2008 г.

 

«Каçал ен» тусĕсем мартăн 12-мĕшĕнче пичетленнĕ «Чысăм та, сăвапăм та — сирĕнпе...» викторина ыйтăвĕсене асăрхамасăр юлмарĕçех ĕнтĕ. Çак кунсенче жюри членĕсем редакцие килнĕ 44 хурава тишкерсе пĕтĕмлетрĕç. Вĕсенчен 26-шне алăпа çырса пурнăçланă, 17-шне — компьютерпа, 1 ĕç дискпа тăратнă. Ытларах Хырхĕрри тĕп шкулĕн, Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси, Хирти Явăш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем хастар пулнине палăртмалла.

Пĕтĕмĕшле илсен, шкул ачисем Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай пĕлеççĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 160 çул çитнине уявласа вĕрентÿ учрежденийĕсенче, вулавăшсенче, культура çурчĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Паллах, ачасем вĕсене хутшăнса анлă информаци илеççĕ, хăйсен пĕлĕвне тарăнлатаççĕ, тавракурăмне ÿстереççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн пурнăçра компьютер пысăк вырăн йышăнать. Унпа усă курса тунă ĕçсен пахалăхĕ чылай пысăкрах. «Куç хитрине юратать»,— теççĕ чăвашсем. Чăнах та, тирпейлĕ, таса çырнă хута алла тытса вулама кăмăллă. Интернетран илнĕ ÿкерчĕксемпе сăнÿкерчĕксем лартнă, презентаци евĕр хатĕрленĕ хуравсене хак памасăр мĕнле хăварăн? Жюри членĕсене кашни ĕçе пур енлĕн тишкерсе чи лайăххисене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Çапах та пĕр шухăшлă пулса 1-мĕш вырăна Хирти Явăш вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Дарья Васильевăна парас терĕç. 2-мĕш вырăнта вара — Капраловсен çемйи (Çĕнĕ Шăхран ялĕ) тата Карина Петрова (4-мĕш класс, Нĕркеç). 3-мĕш вырăн хуçисем — Мария Белкова (11-мĕш класс, Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Саша Федорова (6-мĕш класс, Хыр-хĕрри).

Çĕнтерÿçĕпе призерсене грамотăсемпе парнесем кĕтеççĕ. Хавхалантару хутне çаксем тивĕçрĕç: Наталия Яковлева (9-мĕш класс, Хирти Мăнтăр), Наталия Каторгина (9-мĕш класс, Шурут), Светлана Жукова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Аня Степанова (4-мĕш класс, Асанкасси), Алеша Емельянов (9-мĕш класс, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Гузелия Гинетуллина (8-мĕш класс, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Алина Наумова (10-мĕш класс, Аслă Чурачăк).

Викторинăна хастар хутшăннăшăн пурне те тав тăватпăр. Эсир — чăн чăваш чĕриллĕ çамрăксем. Çĕнтерÿçĕпе призерсене, хавхалантару хутне тивĕçнисене апрелĕн 22-мĕшĕнче «Комсомольское» культурăпа кану центрне 9 сехете çитме ыйтатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика