АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШУПАШКАРТАН – КĂННА КУШКИНЕ

19 апреля 2008 г.

ШУПАШКАРТАН – КĂННА КУШКИНЕ

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăра, аслă вĕрентекенĕмĕре И.Я.Яковлева халалласа, унăн 160 çулхи юбилейне паллă туса ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çăмăл атлетика чупăвĕ ирттерме йышăннă. Кун пек мероприяти пилĕк çул каялла та пулнă. Чупуçăсем апрелĕн 13-мĕшĕнче тĕп хуламăрти И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнчен старт илсе хускалнă. Çĕрпÿ, Канаш районĕсен территорийĕсене хыçа хăварса вĕсем апрелĕн 15-мĕшĕнче Комсомольски районĕн чиккине çитрĕç. Кунта эстафетăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем алла илчĕç, район центрне çити чупса тухрĕç. Асăннă вăтам шкулăн территорийĕнче ăмăрту йĕркелÿçипе, спорт ветеранĕсемпе курса калаçрăм.

Ăмăрту пуçаруçи — В.П.Васильев. Вăл — Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Кĕрешÿ» наци кĕрешĕвĕн пĕрлешĕвĕн председателĕ, Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕн преподавателĕ. Виталий Петрович спорта юратакансемпе калаçу ирттерчĕ, наци кĕрешĕвне аталантарас ыйтусене хускатрĕ.

Чупуçăсен йышĕнче йĕлтĕр спорчĕ енĕпе СССР спорт мастерĕ, ветерансем хушшинче 6 хутчен çĕршыв чемпионки ятне çĕнсе илнĕ Н.П.Кузьмина, нумай хутчен çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ В.Н.Краснов (63 çулта), Чăваш Ен тата Тутарстан Республикисенче пĕрре мар призер пулнă, облаçсемпе республикăсенчи ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă К.И.Иванов (69 çулта) пулчĕç. И.Яковлева сума суни, чăвашлăхшăн тăрăшни, спорта юратни вĕсене çак мероприятие хутшăнма хистенĕ. Чупура çавăн пекех И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн, чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем те пулчĕç.

Район центрĕнче вĕри апат çисе пăртак сывлăш çавăрнă хыççăн чупу малалла тăсăлчĕ. Унта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем Елчĕкелле пăрăнакан çул тĕлне çитиччен чупрĕç. Малалла вара районпа Патăрьел районĕ чикĕленекен тĕле çитиччен Хирти Явăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем эстафетăна тăсрĕç. Палăртмалла, çав çухрăмсене Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн ĕçченĕ В.В.Скворцов та парăнтарчĕ.

Район чиккинчен эстафетăна малалла патăрьелсем тăсрĕç. Чупуçăсем Теччĕ районне апрелĕн 18-мĕшĕнче çитнĕ. Кăнна Кушки ялĕнчи И.Яковлевăн палăкне уçнă çĕре хутшăннă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика