АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛТА ĂНА ХИСЕПЛЕÇÇĔ

19 апреля 2008 г.

ЯЛТА ĂНА ХИСЕПЛЕÇÇĔ

Юратнă ĕç пулсан — çын ватăлмасть. Пăхатăп та Аслă Çĕрпÿелĕнчи Нина Васильевна Чернова почтальонка çине, асăннă каларăш тÿрре килет иккен. 55 çул тултарать пулсан та вăл вăр-вар, çаврăнăçуллă, сăн-питрен чипер.

Нина Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче 3 çул вăй хунă. Анчах та çамрăк хĕре хула пурнăçĕ кăмăла кайман, чунĕ ялаллах туртнă. Кĕçех яла таврăннă. Вăл вăхăтра шăпах ялта почтальонра ĕçлеме çын кирлĕ пулнă. Нина пĕр шутласа тăмасăрах çак ĕçе кÿлĕнет.

1970—1980 çулсенче ял халăхĕ почта уйрăмĕпе тачă çыхăну тытнă. Çырусем, телеграммăсем, посылкăсем тăтăшах ярса тăнă. Хаçат-журнал йышлă çырăннă. «Хăшпĕр çемьесем 10 ытла издани те илсе тăратчĕç. Çĕклемĕ-çĕклемĕпе журналсем салатнă. Сумка яланах пичет изданийĕсемпе тулли пулнă»,— тет Нина Васильевна.

Çамрăк çын периодика тата почта урлă килнĕ ытти хыпарсем халăх патне вăхăтра çитчĕр тесе тăрăшнă. Йĕпе-сапа-и, çил-тăман-и, вăл çула тухнă. Ял халăхĕ ун ĕçĕпе яланах кăмăллă пулнă.

1973 çулта Нина ялти Николай Черновпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе тĕп килтен уйрăлса тухса уйрăм çурт çĕкленĕ. Çăмăл пулман икĕ çамрăка. Çапах та пуçа усман вĕсем. Николай колхозра платникре тăрăшать.

Часах çемьере те йыш хутшăнма пуçлать. Малтан Геля хĕрĕ, кайран Женя ывăлĕ çуралать. Ун хыççăн Вера кун çутине килет. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерес тесе çине тăраççĕ Черновсем. Ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăлараççĕ ачисем. Кашниех пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, çемьеллĕ.

Черновсем кил-çуртне тирпейлĕ тытаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ. Нина ал ĕç тума юратать. Чечексем çитĕнтерме кăмăллать. Ун тĕррисене, çыхнă япалисене курсан тĕлĕнмесĕр чăтаймастăн. Мĕн тери илемлĕ, илĕртÿллĕ вĕсем!

Паянхи кун почта ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Хаçат-журнал килсерен валеçнипе пĕрлех сутмалли тавар та параççĕ. Пенсионерсем патне те çитмелле, вĕсене уйăхсерен тивĕçекен укçа-тенке шутласа памалла. Пĕччен пурăнакан, çÿреймен ватăсем ăна газшăн, электроэнергишĕн те тÿлеме ыйтаççĕ. Пурин кăмăлне тупма тăрăшать Нина Васильевна. Çавăнпа та ялта ăна хисеплеççĕ.

Н.Чернован тепĕр енне те манса хăварас килмест. Вăл юрлама юратать. Çĕнĕ юрăсене вĕренме тăрăшать. Ялти культура çурчĕ çумĕнче иртекен мероприятисене те тăтăшах хутшăнать.

Çак кунсенче вăл юбилейне паллă тăвать. Эпир ăна саламласа ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика