АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ĔÇСЕН ÇУРХИ ЭРНИ ИРТЕТ

19 апреля 2008 г.

 

Кăçал, республикăра Пĕтĕм Раççейри «Ырă ĕçсен çурхи эрни» пиллĕкмĕш хут иртет. Вăл апрелĕн 19—27-мĕшĕсенче пулать. Унăн тĕллевĕ — çынсене хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсем тума хавхалантарасси. Акцие хăйирĕклĕх аталанăвĕн Раççейри центрĕ, «Созидание» ыркăмăллăх фончĕ, Патшалăх Думин обществăлла пĕрлешÿсен тата религи организацийĕсен комитечĕ, Раççей Федерацийĕн обществăлла Палати ирттереççĕ. Чăваш Республикинче вăл акци ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енри çамрăксен хăй ирĕклĕх пĕрлешĕвĕ, ЧР суту-илÿпе промышленность палати, «МСС-Поволжье» ОАОн Ульяновскри уйрăмĕн Чăваш Республикинчи хушма офисĕ ертсе пынипе ырă ĕçсен çулталăкне халалласа иртĕ.

Акцие республикăри кашни çынах хутшăнма пултарать. Тăлăхсене, ăнăçсăр çемьере ÿсекен ачасене, нумай ачаллă тата сахал тупăш илекен çемьесене, инвалидсене, ватă çынсемпе ветерансене тата ыттисене пулăшмалла. Тÿлевсĕр консультаци парасси, вĕренÿ курсĕсем йĕркелесси те пулмалла. Субботниксене, экологи акцийĕсене хутшăнмалла, хăйсем пурăнакан вырăнсене, урамсене тирпей-илем кĕртмелле. Ырă кăмăллă ĕçсем енĕпе пуçару тума пултаратăр.

Ырă ĕçсем, ыркăмăллăх кăтартнă çынсем пирки эсир «Вĕри линипе» (37-00-05 телефонпа; е mail: dobro@cap.ru). çыхăнса пĕлтерме пултаратăр.

Интернатсен, ача çурчĕсен, çемьепе ачасен пулăшу центрĕсен, социаллă реабилитаци центрĕсен адресĕсене www.zadobro.ru сайт çинче тупма пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика