АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯТАРЛĂ ПОСТАНОВЛЕНИ КĂЛАРНĂ

19 апреля 2008 г.

 

«2008 çулта пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем ирттересси çинчен» ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе тата ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков районта та çавăн пек экзаменсем ирттересси çинчен постановлени кăларнă.

Вăтам шкул вĕренсе пĕтерекенсен математикăпа, вырăс чĕлхипе, физикăпа, химипе, биологипе, географипе, Раççей историйĕпе, обществознанипе, ют чĕлхесемпе (акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисем), информатикăпа экзаменсем тытма тивет. Кашнинех математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен памалла, ытти предметсене ача хăй суйласа илме пултарать. Экзаменсем Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче пулĕç. Асăннă шкулсен директорĕсене А.С.Терентьева тата Г.Е.Длинова экзаменсем ирттерме çителĕклĕ таран класс пÿлĕмĕсем хатĕрлеме хушнă. Районта пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.А.Яковлев яваплă. Экзамен тытмалли пунктсен руководителĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче В.И.Кириллов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче П.В.Родионов пулĕç. Шкулсен директорĕсен ачасене экзамена илсе килессине йĕркелемелле. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне Г.Н.Кокшина дежурнăйсем, районти тĕп больницăн врачне М.И. Федоровăна медицина ĕçченĕсем уйăрма хушнă.

Район пуçлăхĕн тепĕр постановленийĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пĕтерекенсене пырса тивет. Вĕсен кăçал çĕнĕ формăпа ирттерекен пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ е экзаменĕ памалла. Территорири экзамен комиссийĕнче вырăс чĕлхипе, алгебрăпа, физикăпа, биологипе, чăваш чĕлхипе пĕлĕвне тĕрĕслемелле. Аттестаци витĕр кашни ачан вырăс чĕлхипе, алгебрăпа, чăваш чĕлхипе (чăваш наци шкулĕсене пĕтернисен) тата биологипе е физикăпа (выпускниксем суйласа илнипе) тухмалла. Пĕтĕмлетÿ аттестацишĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.А.Яковлев яваплă. Аттестаци Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче иртмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика