АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУР ÇĔРТЕ ТЕ ХĔРŸ ĔÇ ПЫРАТЬ

19 апреля 2008 г.

 

Апрелĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2008 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче йышăннă 25-мĕш номерлĕ «О стратегии развития образования в Чувашской Республике до 2040 года» хушăва сÿтсе явасси, çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттересси, ахаль выртакан çĕрсене усă курасси, халăх çÿрекен вырăнта право йĕркине пăсакансене хирĕç кĕрешесси, экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене хускатасси, йывăç лартасси мероприятин тĕп ыйтăвĕсем пулчĕç. Информаци кунне хутшăнакансем икĕ ушкăнпа Александровка тата Тукай ял поселенийĕсене çитсе курчĕç. Халăхпа тĕл пулса калаçрĕç.

Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ЧР Россельхознадзор территори Управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Б.Андреев «Искра» колхозри сĕт-çу ферминче пулчĕç. Хуçалăх ертÿçи В.П.Краснов, ферма заведующийĕ И.П.Воробьева килнĕ хăнасене кунти лару-тăрупа паллаштарчĕç. 120 ĕнене, сăмахран, Лидия Мукшинапа Инна Лебедева иккĕшех суса ĕлкĕреççĕ. Ĕçĕн пысăк пайне автоматизациленĕ. Тĕрĕссипе, дояркăсем сĕте курмаççĕ те иккен. Çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă кунта. Ĕне сăвакансем хăйсене пĕр-пĕр управлени пульчĕ умĕнчи пек туяççĕ. Кук чăннипех те çапла. Харăсах 40 тонна сĕте сивĕтме пултарать холодильник. Çавăнпах ку продукцие фермăран чи лайăх пахалăхпа ăсатаççĕ. Шалăва вăхăтра, ĕçне кура тÿленĕрен ĕçченсен хастарлăхĕ, тăрăшулăхĕ пысăк. Сăвăм кашни ĕне пуçне — 4 пин ытла килограмм.

Вăкăрсем те самăртаççĕ хуçалăхра, ăратлăх енĕпе специалистсем чылай тăрăшаççĕ. Паянхи куна фермăра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 500—520 пуçран чакман. Хуçалăх уй-хирĕнче ака-суха ĕçĕсем пыраççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов ертсе пыракан ушкăн «Рассвет» ЯХПК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. «Советская Чувашия» хаçат корреспонденчĕ Л.Арзамасова, качака курăкĕ (козлятника) мĕнле çитĕнтернипе кăсăкланчĕ. Чăнах та, юлашки çулсенче нумай çул ÿсекен курăка чылай çĕрте пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

«Рассвет» хуçалăх çурхи ĕçсене ăнăçлă туса пырать. Анчахрах кунта Швецире туса кăларнă сеялка туяннă. Çĕнĕ техникăна ĕçлеттерни туса илмелли продукцин хăй хаклăхне чакарасса тата ĕçĕн хăвăртлăхне ÿстерессе шанаççĕ кунти специалистсем.

Ĕçлĕ ушкăн ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Çавăн пекех Тукайра пурăнакан Курицынсен хуçалăхĕнче пулса курчĕ.

Çуркунне çитнĕ май халăхăн пĕр пушă вăхăт та çук. Пур çĕрте те хĕрÿ ĕç пырать. Ял çыннисен, хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ пысăк. Аякран килнĕ хăнасем урамсенче таса пулнине, çÿллĕ те капмар çуртсем ÿсе-ÿсе ларнине палăртрĕç.

Информаци кунĕ пĕтĕмлетÿсем тунипе вĕçленчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика