АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНМЕ ТĂРĂШĂР

16 апреля 2008 г.

 

Кашни ача тенĕ пекех вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн малалла пĕлÿ илесшĕн. Кам аслă шкула каять, кам ятарлă професси паракан вĕрентÿ учрежденине суйласа илет. Эпĕ вара, мĕн пĕчĕкренех ачасене юратса ÿснĕскер, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне вĕренме кĕтĕм. Ăна пĕтернĕ хыççăн тытăнчăклă калаçакан ачасемпе ĕçлеме пуçлăп. Эпĕ пĕлÿ илекен ушкăнра пĕр класра ăс пухнă Лилия Ярхунова, Диляра Гибатдинова, Гельнур Шакурова вĕренеççĕ.

Çавăн пекех колледжра районти ачасем татах та пур. Шурутри Алина Казакова, акă, «Ÿнер тата черчени» учительници пулĕ, çавăн пекех дизайн енĕпе те ĕçлеме пултарĕ. Элпуçĕнчи Маргарита Легостина, ман пекех, воспитательница ĕçне кăмăллать. Хирти Мăратран килнĕ Олеся Никифорова музыка пĕлĕвĕ илет. Дубовкăри Анастасия Чаркина ача садĕнче ĕçлеме ĕмĕтленет. Тукайра çуралса ÿснĕ Сергей Сенатов шкул ачи чухнех «Информатика» предметне юратнă. Колледжра вĕреннĕ вăхăтрах вăл лаборантра та ĕçлет. Пирĕн патра ют çĕршыв чĕлхисене вĕренме те, социаллă педагогика пĕлĕвне те илме май пур.

Эпĕ колледжра иртекен пур мероприятине те хутшăнма тăрăшатăп.

Ачасем, вăтам шкул е пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме тăрăшăр. Вĕренÿ вăхăчĕсем — чи интереслисем. Хăвăра килĕшекен кирек мĕнле професси те суйласа илме пултаратăр. Республикăра нумай-нумай вĕренÿ заведенийĕ сире кĕтет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика