АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛ ВĂЙĂ ВЫРĂНĔ МАР

16 апреля 2008 г.

 

Çак туйăм кашни ачашăн кăтартуллă: вăрах хĕл кунĕсем хыççăн велосипед утланни мĕнешкел савăнăç! Юр ирĕлсе пĕтрĕ, тавралăх ешерме пуçларĕ. Пăшăрхантараканни, паллах, ку мар. Шел те, 14 çул тултарман ачасемех машинăсем иртнине пăхмасăр велосипедпа çул çине тухаççĕ.

Çул-йĕр правилисем пур, вĕсене пĕлмесен транспорт хатĕрĕн водителĕн çул çине тухма юрамасть. Велосипедист та — çулçÿреве хутшăнакан çынах. Анчах сирĕн ачăр велосипедпа çÿренĕ май хăйне мĕнле тыткаламаллине пĕлет-и-ха?

Вĕсемшĕн те çул çинчи паллăсем, светофор сигналĕ, водительсемпе çуран çÿрекенсем пăхăнакан ытти йĕрке — саккун. Çавăнпа та «кустăрмаллă урхамахпа» урама кăларса ярас умĕн ачана çул çÿремелли ансат правилăсене ăнлантармалла. Вĕсем йышлă мар, ас туса юлма та çăмăл. Чи малтанах çакна асра тытни вырăнлă: хуласенче урамсемпе çулсем тăрăх велосипедпа 14 çул тултарсан кăна çÿреме юрать. Çак ÿсĕме çитеймен ачасем ятарлă лаптăксенче, ытти транспорт çÿремен çĕрте, ярăнма пултараççĕ. Урамра, çул çинче велосипед валли палăртнă ятарлă йĕр пулсан велосипедистăн çав йĕрпе кăна çÿремелле.

Ача-велосипедистсен çапла тума юраманнине асра тытмалла:

— çул çинче пĕр-пĕринпе ăмăртма е велосипедпа çÿремешкĕн вĕренме;

— руле вĕçертсе çÿреме;

— иртсе пыракан автомобильтен е тепĕр велосипедистран çакланса çÿреме;

— пĕр вырăнлă велосипедпа иккĕн çÿреме;

— велосипеда тытса пыма чăрмантаракан е сулахаялла-сылтăмалла 0,5 метр ытларах тухса тăракан япаласем илсе çÿреме.

Çул çинче инкек ан пултăр тесен çак правилăсене ачасене аса илтерсех тăмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика