АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ШУПАШКАР ХУЛА АДМИНИСТРАЦИ ПУÇЛĂХНЕ ВЕНИАМИН АРТЕМЬЕВА ÇИРĔПЛЕТНĔ

16 апреля 2008 г.

 

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хула администраци пуçлăхĕн должноçне йышăнма ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унăн кăтартăвĕпе комисси ертÿçи — хула Пухăвĕн депутачĕ Артур Мишкарудный паллаштарнă. «Конкурс комиссийĕ кашни кандидат хулан малашнехи аталанăвĕ çинчен каланине тимлĕн итленĕ,— тенĕ вăл. — Канашланă хыççăн конкурс комиссийĕн членĕсем çак кунччен хула администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Вениамин Артемьев кандидатурине ырланă». Депутатсем конкурс пĕтĕмлетĕвĕшĕн пурте майлă сасăланă, Çĕнĕ Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ пулма Вениамин Артемьева çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн 45-мĕш канашлăвĕнчех Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕпе — Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçипе Михаил Козловпа Çĕнĕ Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ Вениамин Артемьев пĕрле ĕçлесси çинчен калакан контракта алă пуснă. Вениамин Петрович хула депутачĕсен Пухăвне хăйне шаннăшăн тав тунă, малашне пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен пĕлтернĕ.

Вениамин Петрович Артемьев 1955 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче пирĕн районти Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă. 1987 çулта Шупашкарти химипе механика техникумĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, 1995 çулта Санкт-Петербург патшалăх техника университетĕнче «Экономика тата предприяти управленийĕ» специальноçпа диплом илнĕ. Çар хĕсмечĕ хыççăн «Нерудстром» АУОра 23 çул ĕçленĕ, 1998 çулта «Водоканал» МУП тĕп инженерĕн çумне куçнă. 2002 çултанпа — Çĕнĕ Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн çумĕ, пĕрремĕш çумĕ. Авланнă, хĕр пур. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика