АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЬЕ – ПУЛТАРУЛĂХ ÇĂЛКУÇĔ

16 апреля 2008 г.

ÇЕМЬЕ – ПУЛТАРУЛĂХ ÇĂЛКУÇĔ

 

Иртнĕ шăматкун культурăпа кану центрĕнче çемье ансамблĕсен «Эпĕ, эсĕ, вăл — туслă çемье» пултарулăх фестивалĕ иртрĕ.

Унта тĕрлĕ ялсенче пурăнакан юрлама, ташлама, купăс калама юратакан çемьесем пухăннă. Вĕсен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пуянни уяв программине илем кÿчĕ. Фестивале ачасене явăçтарни те паха. Вĕсем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытрĕç.

Уяв программине Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи Петровсен çемйи уçрĕ: Сергей, Алеша, Надежда Александровна Петровсем тăтăшах сцена çинче. Вĕсем район, республика шайĕнче иртекен фестивальсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Пĕрре мар малти вырăнсене те йышăннă. Сергей уйрăмах юрлама кăмăллать.

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи Аньăпа Саша Шамбулинсем куракансене тыткăнларĕç. Икĕ пĕртăван шухăша яракан «Тăлăхсен юррине» чуна пырса тивмелле юрларĕ.

Л.Макарова, Е.Топтыгина (Хырхĕрри) çулсенче пулин те, юрă-ташăра ăсталăхпа палăрчĕç. Хайрутдиновсен (Тукай Мишер) çемье ансамблĕ те сцена çинче пултаруллă. Максимовсен çемйи (Нĕркеç) «Савнă мăшăрăм» юрра чуна илĕртмелле шăрантарчĕ. Павловсем (Хирти Мăрат), Любимовсем (Кĕçĕн Çĕрпÿел), Даниловсем (Йÿç Шăхаль), Кузьминсем (Юнтапа), Карсуновсем (Асанкасси), Галкинсем (Анат Тимĕрчкасси), Гордеевсем (Александровка) юрă-ташăра пултаруллă та ăста пулнине палăртма кăмăллă.

Çак йыш малашне татах та хутшăнса пырасса шанас килет. Юрлама кăмăллакансем пирĕн йышра татах та пур-ха. Наташа Воробьева (Александровка) «Маленькая страна» юррипе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Пĕчĕк хĕр сцена çинче хăйне илемлĕн тытать, уççăн юрлать.

Жюри членĕсем — районти культура пайĕн специалисчĕ З.Мельникова, тĕп библиотека директорĕ М.Мокеева, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Т.Смирнова — фестивале хутшăнакансене хак пачĕç. Шамбулинсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç, парнеллĕ пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Л.Макаровăпа Е.Топтыгина, Карсуновсен çемйи виççĕмĕш пулчĕ. З.Мельникова пурне те ăнăçу сунчĕ. Уйрăмах ачасем сцена çинче пултаруллă пулнине палăртрĕ. Апла пулсассăн çитĕнекен ăру малашне те савăнтарасса шанма пулать.

«Çемье мастерскойĕ» ятпа ал ĕçĕсен выставкине йĕркелени те фестивале илем кÿчĕ. Выставка тĕрлĕ япалапа пуян. Кам тĕрлеме, çыхма, ÿкерме, гипсран тĕрлĕ япала тума ăста пулни паллă пулчĕ. Куракансем те, жюри членĕсем те кашни ĕçпе тĕплĕн паллашрĕç. Илемлĕ ăсталанă ĕçсем чуна илĕртеççĕ. Уйрăмах О.Н.Киргизовăпа (Çĕнĕ Мăрат), А.М.Игнатьева (Тукай) хатĕрленĕ тухьясем пуринчен те илемлĕ курăнаççĕ. Ăстаçăсем чунне парса туни те тÿрех палăрать. Тухьясене тытса пăхмасăр чăтаймастăн. Жюри членĕсем те пысăк хак пачĕç. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Кĕçĕн Каçалти Юмановсен çемйи. Вĕсем гипсран тĕрлĕ япала ăсталама маттур. Григорьевсен (Киров поселокĕ) туслă çемйи илемлĕ ÿкерчĕксемшĕн виççĕмĕш пулчĕ.

Выставкăна хутшăннă Ченакинсен (Хирти Сĕнтĕр), Журавлевсен (Тĕвенеш), Акчуринсен (Кĕçĕн Çĕрпÿел), Моторинсен (Тукай) çемйисен ал ĕçĕсене те палăртса хăвармалла. Вĕсем ăсталанă япаласем чăннипех те илемлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика