АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЙ-ХИРТЕ

16 апреля 2008 г.

 

Районти уй-хирсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пурте хирте ĕçлеççĕ.

 Районĕпе 5800 гектар нумай çул ÿсекен курăксем ÿстереççĕ. Вĕсене хальлĕхе 4866 гектар сÿреленĕ, 1000 гектар апатлантарнă. “Искра”, “Дружба” хуçалăхсенче ку ĕç лайăх пырать.

 Кĕр тыррисем 5698 гектар йышăнаççĕ. 3688 гектарне сÿреленĕ, 3225 гектарне апатлантарнă. 17 хуçалăхра ку ĕçсене вĕçленĕ.

 6102 гектар çĕртме сÿреленĕ, 4915 гектар апатлантарнă.

Çур тыррисем акасси те малаллах пырать. Районĕпе пурĕ 8844 гектар çине çак культурăсене акма палăртнă пулсан, 4136 гектарне (çуррине яхăн) акнă. Ку енĕпе «Слава», «Дружба», «Восток», «Асаново», «Урожай», «Рассвет» хуçалăхсенче, «Слава картофелю» агрофирмăра ĕçсем лайăх пыраççĕ. «Рассвет» 15 гектар выльăх кăшманĕ, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ 63 гектар рапс акнă. Районĕпе пурĕ 5 гектар пахчаçимĕç («Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ) акнă. 411 гектар пĕр çул ÿсекен курăксен вăрлăхне çĕр айне хывса хăварнă.

 Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 6000 тонна çĕрулмине яровизацилеме кăлармалла. Ку ĕçе хальлĕхе 4464 тонна чухлĕ пурнăçланă.

 Вăрлăха имçамласси малалла пырать. Кăçал 2000 тонна вăрлăх акма палăртнă, 1377 тоннине имçамланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика