АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИРЛĔ ЙЫШĂНУСЕМ ТУРĔÇ

16 апреля 2008 г.

 

Районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче çичĕ ыйту пăхса тухрĕç. Малтанах районти финанс пайĕн начальникĕ И.Г. Васильева 2007 çулта муниципалитет бюджетне мĕнле пурнăçлани пирки отчет туса пачĕ. Укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнипе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Район администрацийĕн юрисчĕ А.Г.Ямалетдинов район Уставне хушăмсем кĕртес ыйтупа тухса калаçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçне тума кандидатсене уйăрса палăртас енĕпе ирттермелли конкурс йĕрки çинчен В.Н.Гордеев депутат сăмах илчĕ.

2007—2009 çулсенче районта преступление хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе йышăннă комплекслă программа мĕнле пурнăçланса пыни çинче районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ А.В. Левый чарăнса тăчĕ.

Пухура тĕрлĕ ыйтусемпе район пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.А.Титова, район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ю.В.Скворцов тухса калаçрĕç.

Пăхса тухнă ыйтусемпе депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика