АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БИБЛИОТЕКА ТУСĔСЕМ

12 апреля 2008 г.

 

Районти ача-пăча библиотекин тĕллевĕ — çамрăк ăрăва кĕнекене юратма, тавралăха курма-тĕпчеме, культурăллă çын пулма вĕрентесси. Март уйăхĕн юлашки кунĕсенче Ача-пăча кĕнекин эрнине ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн программи кăçал та пуян пулчĕ. Мероприятисене вăйă евĕрлĕ ирттерни ачасен пултарулăхне аталантарма, нумайлăха асра хăварма пулăшать. Эрнелĕхĕн пĕрремĕш кунĕнче библиотека тусĕсем экологи темипе çыхăннă «По зеленым парусам и чистым берегам» викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, кайăксем çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Тепĕр пысăк ĕç «В стране добрых сказок» ятпа пулчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 1-мĕш класс ачисем Корней Чуковскин «Телефонĕ» тăрăх инсценировка лартса пачĕç. Мĕнле ача юмах юратмасть-ши; Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ пĕчĕккисем унти тĕп сăнарсене пурте тенĕ пекех лайăх пĕлеççĕ. Ушкăнпа мультфильмсем пăхма та кăмăллă пулчĕ. Виççĕмĕш куна вырăссен паллă сăвăçине, нумаях пулмасть 95 çул тултарнă Сергей Михалкова, халалларăмăр. 1-мĕш вăтам шкулăн акт залĕнче Комсомольски вăтам шкулĕсен пуçламăш класĕсенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. С.Михалков пултарулăхĕ çинчен Г.Зайнуллина библиотекарь каласа пачĕ. 4-мĕш класс ачисем (1-мĕш вăтам шкул) Михалковăн юптарăвĕсене инсценировка туса сцена çине кăларчĕç. Вĕсене Р.В.Белкова, Е.А.Пушкарева класс ертÿçисем хатĕрленме пулăшнă.

Сывлăх кунне палăртса ача-пăча библиотекинче «Хаваслă стартсем» иртрĕç. Кунта вара кĕнеке тусĕсем спортпа туслă пулни палăрчĕ. Канат туртасси, скакалкăпа сикесси, кире пуканĕ çĕклесси, михĕ тăхăнса чупасси, шашкăлла вылясси вĕсене пĕртте хăратмарĕ. Пур конкурса та ачасем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Паллах, çак сумлă та хисеплĕ çыннăмăр ячĕпе те меро-приятисем ирттертĕмĕр. «Велик на все времена» ятпа литература каçĕ пулчĕ. Е.Прокопьева библиотекарь «И.Я.Яковлев» электронлă презентаципе паллаштарчĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ Р.Н.Свистунова Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Звездный час» вăйă ирттерчĕ. Шкул ачисем И.Яковлева аван пĕлеççĕ, ыйтусене тĕрĕс хуравлаççĕ. Кристина Катрамова (5-мĕш класс, 1-мĕш шкул) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăййа хутшăннисем призсем илсе хавхаланчĕç.

Ача-пăча кĕнекин эрнинче эпир хатĕрленĕ мероприятисене 300 ытла çамрăк вулавçă хутшăнчĕ. Кĕнеке тусĕсем çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç, пушă вăхăта усăллă ирттерчĕç. Кĕнеке вăл пĕлÿ парать, ырă кăмăллă пулма вĕрентет, çавăнпа та унпа туслашмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика