АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШАÇÇĔ

12 апреля 2008 г.

 

Район тĕп больницинче пултаруллă та ăста врачсем ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен тĕп тивĕçне чунтан тăрăшса пурнăçлаççĕ. Шурă халатлă ĕçченсен пушă вăхăт нихçан та пулассăн туйăнмасть. Поликлиникăра яланах çын нумай. Кунта диспансеризаци, медосмотр тапхăрĕсем ирттересси, вăрçă участникĕсене, инвалидсене, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене сăнаса тăрасси кирлĕ шайра пулса пырать. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан тухтăрсем пурте тенĕ пекех пысăк опытлă. Акă, Н.Н.Таборкина офтальмологпа (окулист) И.И.Ефремова кардиолог вунă çул ытла сиплев ĕçĕнче вăй хураççĕ. Наталья Николаевнăпа Инна Ивановнăн калаçмалли, сÿтсе явмалли яланах тупăнать. Халĕ те вĕсем черетлĕ ĕç кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкереççĕ. Тухтăрсене юлашки çулсенче чирлекенсен йышĕ ÿсни пăшăрхантарать. Сывлăха упрас тĕлĕшпе пачах нимĕн туманнисем те тĕл пулаççĕ пурнăçра. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсем сиплевпе кăна çырлахмаççĕ, профилактика ĕçне вăйлатассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Н.Н.Таборкина виççĕмĕш çул поликлиника заведующийĕн «лавне» туртса пырать. Çавăнпах унăн яваплăхĕ те пысăкрах. Тĕрлĕ хутпа ĕçлеме, уйрăм çынсене хăсен ыйтăвĕсемпе йышăнма та вăхăт тупмалла унăн. Мĕнле йывăр пулсан та ачаран çак профессие килĕштернĕ Н.Таборкина тата И.Ефремова врачсем ĕçе тулли кăмăлпа çÿреççĕ, çынсем çирĕп сывлăхлă пулччăр тесе тăрăшаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика