АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСРАН ТУХМАÇÇĔ ÇАВ КУНСЕМ

12 апреля 2008 г.

 

Афганистанран СССР çарĕсен ушкăнне каялла илсе тухнăранпа çирĕммĕш çула кайрĕ. Салтаксенчен хăшĕ-пĕри пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Пурăнаканнисем те чылайăшĕ сывлăхран хавшанă, «çемье тыткăчĕ» пулма пăрахнисем те пур. «Апла пулин те эпир парăнма шутламастпăр, нăйкăшса-кĕлмĕçленсе çÿресси çинчен аса та илместпĕр»,— çирĕппĕнех пĕлтерет кÿршĕллĕ çĕршыва туслă пулăшу парас енĕпе тÿрремĕнех хутшăннисен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи И.П.Сизов.

— Çав вăрçă пире кирлĕ пулманнине тахçанах пурте ăнланса илнĕ ĕнтĕ. Анчах мĕн тăвăн; Çĕр чăмăрне юнаса тăма хăнăхнисен йăнăшĕ пирĕншĕн питех те хакла ларчĕ. Республикăран кăна унти çапăçусенче çĕр ытла çамрăк пуç хучĕ. Пурте паян та пурăнмалли, çемье йĕркелесе ача-пăча усрамалли çынсемччĕ. Питĕ шел,— тет Илья Сизов.

— Илья Павлович, афганецсен районти уйрăмĕ çинчен таврара ырă ят çÿрет. Çак чыс-хисепе мĕнле çĕнсе илнĕ эсир?

— Тÿрех калатăп: кунта манăн е район уйрăмĕн тăрăшăвĕ кăна мар. Халăхра Афган вăрçине хутшăннисене хисеплекен йышлансах пырать. Республикăри организацисемсĕр пуçне пире район администрацийĕ те, предпринимательсем те, ахаль çынсем те тĕрлĕ майпа пулăшаççĕ. Акă темиçе çул каялла Комсомольскинче Асăну палăк-паркне уçрăмăр. Унта республикăран Афганистанра вилнĕ 111 паттăр ятне ылтăн саспаллисемпе çырнă. Вĕсен хисепне кура 111 тĕп пан улми йывăççи лартса чĕртрĕмĕр. Каярах çакă паллă пулчĕ: вилнисен йышне тепĕр виçĕ çын хутшăннă. Çакна шута илсе хушма пан улми йывăççи кăна мар, хыр-чăрăш та, ытти йывăç та нумай лартрăмăр. Ку ĕçе пирĕн уйрăмри Виктор Гаврилов, Дмитрипе Иван Мамуткинсем, Ферит Айнетдинов, Николай Белков тусăмсемсĕр пуçне районти общественноç та хастар хутшăнчĕ. Халĕ çав палăк-паркри пан улми йывăççисем çимĕç параççĕ, унти аллейăсенче, кашласа ÿсекен вăрман сулхăнĕнче çамрăксем кăна мар, ваттисем те уçăлса çÿреме юратаççĕ. Палăк умĕнчен нихçан та чечек татăлмасть.

— Палăк-паркра Чăваш Енрен Афганистанра вилнисен пурин ячĕ те пур. Апла вăл республика статусĕллĕ асăну вырăнĕ теме те юрать...

— Çапла. Анчах çакна та палăртса хăварас тетĕп: эпир мĕн пур мероприятие пурте пĕрле пухăнса, тĕрлĕ районта ирттеретпĕр. Кашнинчех лайăх кану, кăсăклă спорт ăмăртăвĕсем йĕркелетпĕр: хоккей, футбол, ытти вăйă, пулă тытасси таранах.

Тĕл пулусем хыççăн Афганистан çĕрĕ çинче вилнĕ паттăрсен тăванĕсене асăнмалăх парнесем паратпăр.

— Малашнехи ĕçĕрсемпе кĕскен те пулин паллаштармăр-ши?

— Яланхи пекех ушкăнпа пĕрле Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне хаваслă ирттертĕмĕр. Халĕ Çĕнтерÿ кунне уявлама хатĕрленетпĕр. Етĕрнере пулă тытас, Шăмăршăра футбол енĕпе ăмăрту ирттерме палăртнă. Десантник кунне те яланхи пекех пĕрле паллă тăватпăр. Унсăр пуçне Асăну палăк-парк никĕсне хывнă кун пĕрле пуçтарăнса халăхпа тĕл пулатпăр. Çамрăксен чĕринче Тăван çĕршыва юратас туйăма ытларах вăратас тесе хамăртан мĕн кирлине йăлтах пурнăçлама тăрăшатпăр.

— Сире, Илья Павлович, тата мĕн пур афганеца, çав шутра Чечня вăрçине хутшăннисене те (эсир вĕсемпе ялан пĕрле пулнине шута илсе калатăп) сывлăх, телей, кирек мĕнле йывăрлăх пулсан та çирĕп кăмăллă пулма сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика