АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУРХИ ĔÇСЕМ ПЫРАÇÇĔ

12 апреля 2008 г.

 

Районта пур хуçалăхра тенĕ пекех ака ĕçĕсене пуçăннă. Апрелĕн 11-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксен 4345 гектарне сÿреленĕ, 800 гектар лаптăка минераллă удобренипе апатлантарнă. Ку енĕпе уйрăмах “Искра” колхоз (310 гектар), “Дружба” ЯХПК (176 гектар) ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кĕрхи тырăсене 6000 гектар çине акнă, 2200 гектар сÿреленĕ, 2175 гектарне апатлантарнă. “Дружба” ял хуçалăх предприятийĕнче — 250 гектар, “Родина” фермер хуçалăхĕнче — 300 гектар, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче — 200 гектар, “Асановăра” — 170, “Труд”, “Урожай” хуçалăхсенче 150-шар гектар кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Районти 20 яхăн хуçалăх çĕрсене сÿрелет. 3200 гектар лаптăк çинче çак ĕçе пурнăçланă. Уйрăмах “Искра”, “Урожай” колхозсенче, “Восток”, “Рассвет” ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Çурхи культурăсене 1912 гектар çине акнă.

Пурĕ 3332 тонна çĕр улми вăрлăхне суйласа, яровизацилеме кăларнă.

Хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен лаптăкĕсене 812 тонна имçам сапнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 158 гектар çинче акнă. “Кызыл сабанча” фермер хуçалăхĕнче 5 гектар кишĕр акса хăварнă. “Алга” хуçалăхра 2 гектар çинче хăмла тымарĕсене каснă.

Хуçалăхсенче пушă ларакан çук, пурте ĕçе пуçăннă. Çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесси — тĕп тĕллев.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика