АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ-ÇУЛĂМĂН АЛЛИ ВĂРĂМ

12 апреля 2008 г.

 

Çуркунне кăçал ир пуçланчĕ. Çанталăк ăшă тăрать, çумăр çумасть. Çавăнпах пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Вăрманта уйрăмах вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла. Сÿнтермен пирус, пĕчĕк кăвайт вут-çулăм кăларма пултараççĕ. Уяр çанталăкпа усă курса пирĕнтен чылайăшĕ вăрмана çÿрет. Анчах та каннă, вылянă хыççăн темшĕн вут-кăвара сÿнтермесĕрех хăвараççĕ. Акă çак эрнере пĕр кунтах икĕ хутчен вăрманта пушар пулчĕ. Типсе кайнă курăк, йывăçсем тивсе илнĕ. Çынсем асăрханусăр пулни вăрмана пысăк сиен кÿрет. Район çыннисене вăрманта тимлĕрех пулма чĕнсе калас килет. Хăвăр хыççăн çунакан кăвайта сÿнтермесĕр пăрахса ан хăварăр. Вăл инкек патне илсе çитерет.

Юр ирĕлсе пĕтнĕ май пĕтĕм çÿп-çап çиеле тухрĕ. Пур организаципе предприятире субботниксем йĕркелеççĕ. Пуçтарнă çÿп-çапа çунтараççĕ. Анчах ăна та пăхса тăмаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине манатпăр пулас. Вут-çулăмăн алли вăрăм, асăрхануллăрах пуласчĕ.

Енчен те пушара асăрхарăр пулсан çийĕнчех “01” телефонпа шăнкăравлăр. “Билайн”, “МТС”, “Смартс” компанисем абоненчĕсен ”010”, “Мегафонран” — “010101” номерпе шăнкăравламалла.

Кăçалтан республикăра Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тĕп управленийĕн шанчăк телефонĕ 8(8352)-39-99-99 ĕçлет. Кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хурав илме пултаратăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика