АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔР КАÇШĂН – ИКĔ ПРИГОВОР

09 апреля 2008 г.

 

1954 çулта çуралнă Иван Михайлов саккуна пăхăнма юратман çын, çавăнпах нумай вăхăт тĕрмере ларнă. Хирти Выçли ялĕнчи килĕнче пĕччен пурăнаканскер, хăй патне çынсене час-часах эрех-сăра ĕçме чĕнет. Паллах, пая кĕмесĕр юлмасть. Ытларах чухне ун тавра 18 çултан иртнĕ çамрăксем хĕвĕшеççĕ. «Уявсем» вара аякран ĕçлесе килекенсен мулĕпе тăтăшах пулса иртнĕ.

Январĕн 8-мĕшĕнче Павел Семеновпа Алексей Дмитриев, самаях хĕрнĕскерсем, хăйсемпе пĕрле 2 кĕленче хаярри чиксе Иван Михайлов патне çитнĕ. Темиçе кун каялла шаккаса алăк уçманшăн П.Семенов кил хуçине хĕнесе пĕтерет. А.Дмитриев икĕ юлташне лăплантарса килĕшÿшĕн эрех ĕçме сĕнет. Тепĕр сехетрен, пĕр кĕленче пушансан, тавлашу каллех хĕрсе каять. И.Михайлов, тĕрмери вăхăтсене аса илсе-ши, çĕçĕ ярса илет те П.Семенова хырăмран чикет. Хăй вара çавăнтах, мĕн туса хунине ăнланса, фельдшер патне чупать. Вăхăтра панă пулăшу Семеновăн пурнăçне хăтарса хăварма май парать. Анчах шалти органсем сиенленнине пула операци вăхăтĕнче ват хăмпине касса илме тивет.

Малтанах И.Михайлов айăпне йышăнчĕ, анчах каярахпа хăйне хÿтĕлесе çĕçĕ тытрăм тесе тÿрре тухма хăтланчĕ. И.Михайловăн тунă преступленишĕн 3 çула пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттермелле. П.Семенова сывалма тăкакланнăшăн 7248 тенкĕ те 16 пус тÿлемелле пулать. Больницăна лекнĕ çынна хăйне те явап тыттарма йышăннă. Хулиганла ĕçсемшĕн унăн 120 сехет ĕçлесе татмалла пулать. Анчах та айăпланакансем килĕшменнине пула икĕ приговорĕ те хальлĕхе саккунлă вăя кĕреймен.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика