АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ППЭ: ШКУЛ АЧИСЕНЕ ÇĔНĔЛĔХСЕМ КĔТЕÇÇĔ

09 апреля 2008 г.

 

Шкулсенче патшалăх экзаменĕсем пуçланасси нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Кăçал пĕрремĕш тĕрĕслеве нихçанхинчен те ир палăртнă, ăна çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче ирттереççĕ. Юлашки экзамен вара çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулмалла. Ку кăна та мар-ха: кăçал ытти çĕнĕлĕх те пур. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарма район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ППЭ ирттерес тĕлĕшпе яваплă методистĕнчен А.А.Яковлевран ыйтрăмăр.

Кăçал пирĕн районта 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсем 185 ача (Асанкасси, Хирти Явăш, Урмаел вăтам шкулĕсенче тата Урмаел тĕп шкулĕнче 9-мĕш классем çук). Ачасен аттестат илме тăваттăран кая мар, анчах пиллĕкрен ытла мар экзамен тытмалла. Вĕсенчен иккĕшĕ — вырăс чĕлхипе тата алгебрăпа çĕнĕлле, Раççейĕн Вĕрентÿпе наука сферинче тĕрĕслесе тăракан федераци служби çирĕплетнĕ текстсем тăрăх пулать тата экзаменри ĕçсене ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ территори экзамен комиссийĕсем тĕрĕслеççĕ. Унсăр пуçне физика-математика тата биологи-хими профиль класĕсене кĕрес текенсен физикăпа е биологипе çĕнĕ формăпа экзамен тытмалла. Вырăс чĕлхипе, алгебрăпа, физикăпа тата биологипе экзаменсене министерство çирĕплетнĕ пунктсенче ирттереççĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх: кăçал чăваш наци шкулĕсенче тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансен чăваш чĕлхипе çĕнĕ формăпа экзамен тытмалла пулать. Тутар наци шкулĕсенче, паллах, тутар чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартса памалла. Вунпĕрмĕш классен вара чăваш литературипе çыру ĕçĕ (сочинени) çырма тивет. Çак йышăну çамрăк ăрăва тăван чĕлхене ытларах хисеплеме хăнăхтарас тĕлĕшпе пулăшасса шанас килет. Шкул тĕллевĕ — кашни ачана республикăн патшалăх чĕлхисемпе (вĕсем пирĕн иккĕ — чăваш тата вырăс чĕлхисем) пĕр танах ла-йăх калаçма тата çырма вĕрентесси. Çавăнпа та Вĕрентÿ министерстви аттестат илме ха-тĕрленекен çамрăксем тăван чĕлхене мĕнле пĕлнине экзаменра кăтартса пани вырăнлă тесе йышăннă.

ППЭ вунпĕрмĕш классен кăна, унăн кăтартăвĕсене аттестат панă тата вĕренме кĕнĕ чухне шута илеççĕ. Тăххăрмĕш классен территори экзамен комиссийĕсем çĕнĕ формăпа ирттерекен пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ е экзаменĕ ятлă. Енчен те малтан тăххăрмĕшсен пĕлĕвне шкулсем хăйсем йĕркеленĕ экзамен комиссийĕсем тĕрĕсленĕ пулсан — иккĕмĕш çул ĕнтĕ урăхла. Çак тивĕçе министерство çирĕплетнĕ территори экзамен комиссийĕсем туса пыраççĕ.

11-мĕш класран вĕренсе тухакансен (районта вĕсем 422 ача) аттестат илме пиллĕкрен кая мар, улттăран ытла мар экзамен тытмалла. Кăнтăрлахи, каçхи (куçăмсăр) майпа пĕлÿ илекенсен патшалăх аттестацийĕн йĕрки çакăн пек: Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне виçĕ предметпа памалла, вырăс чĕлхипе тата математикăпа — пурин те, пĕр экзамен — вĕренекен хăй суйласа илнĕ предметпа. Чăваш Республикинче тата 10 предметпа ППЭ кăна тытма юрать. Вĕсен шутĕнче — физика, хими, биологи, географи, Раççей историйĕ, обществознани, виçĕ ют чĕлхе, информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем. Вĕренекен ППЭ тытма шăпах çак предметсенчен пĕрне суйласа илме пултарать те ĕнтĕ. Сăмах май, ППЭ валли пĕр-пĕр предмета шкул хăй вăйпа сĕнме пултараймасть, ку вĕренекенĕн ирĕкĕ.

Физкультура, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем (ОБЖ), вырăс литератури, чăваш литератури предметсемпе экзаменсем йăлана кĕнĕ йĕркепех пулаççĕ. Вунпĕрмĕш класс пĕтерекен вырăс чĕлхине суйласа илнĕ экзамен шучĕпе тата пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕ йышăннă йĕркепе — билет тăрăх, реферат хÿтĕлесе е калаçу мелĕпе — тытма пултарать. Наци шкулĕсенче вĕренекенсем вара чăваш чĕлхипе çыру ĕçĕ (сочинени) çыраççĕ.

Вырăс чĕлхипе тата математикăпа ППЭ кăтартăвĕсем тăрăх «иккĕ» илсен «виççĕ» лартса парассине кăçаллăха сыхласа хăварнă-ха. Ытти предметран пĕринпе «иккĕ» илсен ятарласа çирĕплетнĕ хушма (резерв) кунра тепĕр хут экзамен тытма юрать. Тăххăрмĕш классене те экзамена тепĕр хут тытма ирĕк параççĕ. Енчен каллех йĕркеллĕ паллă илеймесен е икĕ «иккĕрен» кая мар пулсан çак класрах тепĕр çула юлма тивет.

Тепĕр самант. Çамрăксем экзамена кĕсье телефонĕ илсе кĕме тăрăшаççĕ. Юрамасть, кун пирки учительсен халех асăрхаттармалла. Енчен те кĕсье телефонĕпе пынă тăк, ăна экзамен вĕçлениччен йĕркелÿçĕсем палăртнă вырăнта хăвармалла.

Раççейĕн Вĕрентÿпе наука сферинче тĕрĕслесе тăракан федераци служби çирĕплетнĕ тăрăх патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене икĕ тапхăрпа ирттереççĕ.

Пĕрремĕш тапхăр кăçал шкул пĕтерекенсем валли:

 çу уйăхĕн 16-мĕшĕ (эрне кун) — ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç чĕлхисем), информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем (ИКТ);

 çу уйăхĕн 19-мĕшĕ (тунтикун) — хими, обществознани;

 çу уйăхĕн 22-мĕшĕ (кĕçнерникун) — Раççей историйĕ, физика;

 çу уйăхĕн 26-мĕшĕ (тунтикун) — географи, биологи, литература;

 çу уйăхĕн 29-мĕшĕ (кĕçнерникун) — вырăс чĕлхи;

 çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ (юнкун) — математика.

Хушма кунсем (хăйсенчен килмен сăлтава пула палăртнă вăхăтра экзамен парайманнисем валли):

 çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ (ытларикун) — вырăс чĕлхи, хими, физика, биологи, географи;

 çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕ (юнкун) — математика, литература, обществознани, Раççей историйĕ, ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç чĕлхисем), информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем (ИКТ).

Иккĕмĕш тапхăр вăтам тата аслă професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсене кĕрекенсем валли:

 утă уйăхĕн 17-мĕшĕ (кĕçнерникун) — математика;

 утă уйăхĕн 21-мĕшĕ (тунтикун) — вырăс чĕлхи;

 утă уйăхĕн 24-мĕшĕ (кĕçнерникун) — биологи, Раççей историйĕ;

 утă уйăхĕн 26-мĕшĕ (шăматкун) — обществознани, физика, ют чĕлхесем, информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем (ИКТ);

 утă уйăхĕн 28-мĕшĕ тунтикун) — литература, географи, хими;

 утă уйăхĕн 31-мĕшĕ (кĕçнерникун) — пĕтĕм предметпа (хăйсенчен килмен сăлтава пула ППЭ парайманнисем валли).

Паллах, вĕренекенсен те, ашшĕ-амăшĕн те экзаменсем пирки ăнланман ыйтусем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене Вĕрентÿ министерствин сайчĕпе паллашма сĕнес килет. Унта вăтам шкул пĕтерекенсен патшалăх (пĕтĕмлетÿ) аттестацине ирттерессипе çыхăннă пĕтĕм норматив тата право документацине вырнаçтарнă. Çавăн пекех 5-24-57 телефонпа шăнкăравласа ыйтма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика