АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇĂРА ПУЛНĂ, ПУРНĂÇРА ĔÇРЕ ИРТТЕРНĔ

05 апреля 2008 г.

 

Çутçанталăк Нина Ивановна Игнатьевăна вăрăм ĕмĕр, телейлĕ ăраскал парнеленĕ. Çак кунсенче вăл 86 çул тултарать. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ халĕ Украинăри Винница хулинче пурăнать. Хăйĕн кун-çулне çамрăксене тÿрĕ кăмăллă, таса чунлă пулма вĕрентме панă.

Н.И.Иванова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1922 çулта Йĕпреç районне кĕрекен Хирти Мăрат ялĕнче çуралнă.

Нина ялти хресчен пурнăçне мĕн пĕчĕкрен курса ÿснĕ. Вăйĕ çитнĕ таран пур ĕçе те хутшăннă, çав вăхăтрах вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленнĕ, учитель ĕçне кăмăлланă. Ялти пуçламăш, Хирти Явăшри 7 çул вĕренмелли шкулсене пĕтернĕ хыççăн, пĕлĕвне ÿстерме Аслă Чурачăкри вăтам шкула çÿреме пуçлать. Алла аттестат илсен Шупашкарти учительсем хатĕрлекен института çул тытнă, анчах синкерлĕ вăрçă çамрăк хĕрĕн ĕмĕтне татнă. Ашшĕ фронта кайнă пирки Нина яла таврăнать. Хирти Выçли пуçламăш шкул ертÿçи В.Ижеева комсомолкăна шкулта ĕçлеме сĕнет. Пĕр вĕренÿ çулĕ ĕçленĕ хыççăн Н.Иванован вăрçа кайма ят тухнă. 1942 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче вăл çар тумĕ тăхăнать. Малтанхи вăхăтра вăл Вышний Волочек хулинчи госпитальте ĕçлет. Пĕлÿ тĕлĕшĕнчен пултаруллăрах хĕрсене суйласа илсе командовани ăна виçĕ уйăхлăха вĕренме янă. Унта лайăх пĕлÿ, тăрăшулăх кăтартнăшăн кĕçĕн сержант çар званийĕ панă. Службăна ирттерме Çурçĕр Хĕвеланăç фронтне лекет. Ăна отделени шанса параççĕ. Рота Новгород облаçĕнчи Ловать юханшывĕ хĕрринчи, халиччен çын ура ярса пусман шурлăхлă-путлăхлă вăрманта вырнаçнă. Вăхăтлăх землянкăсене, окопсене шыв илнĕ. Ротăри салтаксене час-часах çапăçу хирĕнчен «канма» тухнă воинсене дезинфекци тума командировкăна (вăрттăн задание çапла каланă) янă. Ловать юханшывĕ икĕ енĕпе çапăçакансен аллинчен темиçе хутчен те енчен енне куçнă.

Пĕррехинче Иванова сержант отделенинчи хĕрсене ертсе вăрттăн задание тухнă. Вăрманпа пынă чух сасартăк вĕсене пеме пуçланă. Вăл ураран аманнă. Нимĕç снайперĕ, йывăç тăрринче пытанса ларнăскер, пирĕн салтаксем çине тăхлан тăкнă.

1943 çулта фронтра татăклă улшăнусем пулса иртнĕ. Н.Иванова тăракан 27-мĕш Армие Орелпа Курск пĕккине куçарнă. Кунта калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿсем туса пирĕн çарсем Украинăна ирĕке кăларма çапăçусене хутшăннă. «Эпир II Украина фрончĕпе пĕрлешрĕмĕр, командующи арми генералĕ Ватутинччĕ. Полтава, Сумы тата ытти облаçсене ирĕке кăлартăмăр, малалла Яссы-Кишиневск операцие хутшăнса Молдавири Флоешты Бендер, Румыни çĕршывĕнчи Яссы, Плоешти хулисене, унтан Трансильвани витĕр Карпат тăвĕсем урлă каçса Венгрие çĕнсе илтĕмĕр.

Эпир Тисса шывĕ хĕрринчи пĕр ялта ырă кăмăллă венгр патĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Хуçа, эпĕ чăваш çынни иккенне пĕлсен, питĕ тĕлĕнсе кайрĕ, пирĕн салтаксене тарават пăхма тытăнчĕ. Венгр чĕлхинче чăваш сăмахĕсем пуррине хам хăлхапа илтсе кăсăклантăм»,— каласа парать Н.Иванова.

Пĕррехинче Депрецен хула урамĕпе пынă вăхăтра хăйсен ял çыннипе — Михаил Дмитриевич Дмитриевпа куçа-куçăн тĕл пулать. Çĕнтерÿ кунне хĕр Австри çĕршывĕнчи Гару хулинче кĕтсе илет.

1945 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче иккĕмĕш тĕнче вăрçи те вĕçленнĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи империализмла Япони парăнни çинчен ырă хыпар çитет. Вăрçă вĕçленсен демобилизаци йĕркипе вăл тăван яла таврăнать.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнă пулин те Н.Ивановăна Чăваш патшалăх педагогика институтне йышăннă. Вĕренÿ ăнăçлă пынă. 1947 çулта Тăманлă Выçлири 7 çул вĕренмелли шкула янă. «Виçĕ вĕренÿ çулĕ эпĕ ачасене естествознанипе географи предмечĕсене вĕрентрĕм»,— сăмахне малалла тăсать ветеран.

Нина Ивановна Хирти Явăшри шкулта ĕçленĕ чух Василий Владимирович Игнатьев çар офицерĕпе пĕрлешсе çемье çавăрнă.

1952 çулта ăна хăй ыйтнипе ĕçрен хăтарнă, упăшки çар службине ирттерекен вырăна куçса кайнă. СССР экономикин географи преподавателĕ пулса ĕçленĕ. 1954 çулта Горькинчи патшалăх пединститутне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ, географи учителĕн специальноçне алла илнĕ.

1963 çултан пуçласа (икĕ вĕренÿ çулĕ таранччен) Нина Ивановна Игнатьева каçхи партшкулта вăй хунă. 1966—1967 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа мĕн пенсие тухичченех Нина Ивановна Винница хулинчи 18-мĕш, 29-мĕш шкулсенче пĕр вăхăтрах ачасене географи предметне вĕрентет.

Вăрçăпа ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канăва кайсан та лăпланса лармасть, хулари радиолампа туса кăларакан заводри хĕрарăмсен общежитийĕнче вахтерта вăй хурать. Н.И.Игнатьева — вăрçăн I-мĕш ушкăн инваличĕ.

Нина Ивановна мăшăрĕпе икĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Асли — Анжелина, амăш çулĕпе кайнă, аслă пĕлÿ илнĕ. Винница хулинчи пĕр шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет.

Ывăлĕ — Вячеслав Мускаври Бауман ячĕллĕ Аслă техника училищине пĕтернĕ, тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăнать. Техника наукисен кандидачĕ.

Нина Ивановна Тăван çĕршыв умĕнчи ĕçсемшĕн «Отечествăлла вăрçă» II степеньлĕ, «Хисеп Палли» орденсене, «Паттăрлăхшăн» тата вунпĕр медале, Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика