АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУЛАРИНЧЕН КАЯ МАР

05 апреля 2008 г.

 

Комсомольски райповĕ хăйĕн ÿсĕмĕсемпе хамăр тăрăхра кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпех палăрма пултарчĕ. Паянхи кун унăн тытăмĕнче 67 лавккапа 10 обществăлла апатлану вырăнĕ ĕçлет. Çав вăхăтрах уйрăм çынсен лавккисем те чылай. Вĕсен шучĕ — 120 ытла. Апла пулин те райпо коллективĕн ĕçĕ курăмлă — конкуренцире тилхепене çирĕп тытса пырать. Сăмахран, центрти «Мир продуктов» (заведующийĕ В.Г.Федорова), «Гастроном» (В.А.Краснова), «24 часа» (Р.В.Волкова) лавккасем уйăхсерен 1 миллион тенкĕлĕх тавар сутаççĕ. Ку унта халăх йышлă çÿренине кăтартать. Çакăн йышши тăваттăмĕш магазин районта апрелĕн 3-мĕшĕнче Асанкассинче уçăлчĕ. Унчченхи çурта юсаса çĕнетнĕ. Сентресем тĕрлĕ йышши таварпа пуян. Лавккана кĕрсен кашниех хăйне мĕн кирлине пăхса васкамасăр суйласа илме пултарать. Хитре те тирпейлĕ тунă чĕркемсене, çыхăсене пă-хмасăр, туянмасăр ниепле те иртме май çук. Çак хăтлăха, илемлĕхе курсан лавккаран каялла тухас та килмест.

Магазина официаллă лару-тăрура уçнă май райпо правленийĕн председателĕ Е.И.Карпеев, Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.В.Озеров, коопераци пайщикĕ Н.И.Чапрасов тухса калаçрĕç. Уява пуçтарăннă халăх кăмăллă пулни уççăнах палăрчĕ. Асанкасси лавккинче чылайранпа туслă коллектив тăрăшать. Е.Яндрова, Е.Андреева, Е.Яндрова, Е.Никифорова, М.Павлова суту-илÿре 20 çул ытла ĕçлесе паха опыт пухнă. Вĕсем малашне те тăрăшса ĕçлеме пулчĕç.

Заведующин кăткăс ĕçне Елена Васильевна Яндрова пурнăçласа пырать. Çĕнетнĕ лавккара çĕнĕлле хавхаланса тăрăшма вăй-хал, сывлăх, килĕшÿ сунса сутуçăсене ытти ялсенчен килнĕ ĕçтешĕсем саламларĕç.

«Куç хитрине, тута тутлине юратать»,— теççĕ чăвашсем. Çак лавкка та илемлĕхĕпе илĕрттĕр, тутлине туянма чĕнтĕр.

Ялпа хула хушшинчи уйрăмлăхсем пĕтсе пымалла тенине 20—30 çул каялла ĕненме йывăр пек туйăнатчĕ. Самана вара хула ырлăхĕсем ялсене çитнине кăтартса парать. Çынсен культура шайĕ ÿссе пырсан пурнăç татах та илемленĕччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика