АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАК БИЗНЕСĂН «ÇУРХИ СТАРЧĔСЕМ»

02 апреля 2008 г.

 

Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн филиалĕсенче 2008 çулта пирвайхи хут вак бизнес валли «Çурхи стартсем» акци пуçланчĕ.

Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче вак предпринимательлĕх субъекчĕсем валли ятарлă акцисем тăваттăмĕш çул умлă-хыçлă ирттереççĕ ĕнтĕ: вак бизнеса тивĕçтересси — банкăн приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри. Нумай предприниматель ятарлă условисем меллĕ тата усăллă пулнине хакласа банка шăпах çакнашкал акци вăхăтĕнче пынă, хăйсен бизнесне, хăйсен аталанăвне Перекет банкĕпе çыхăнтарнă. Иртнĕ çул кăна акцисем ирттерсе Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕсем Чăваш Республикин территорийĕнче 886 миллион тенкĕлĕх 558 кредит панă, çав шутра 333,5 миллион тенкĕлĕх 230 кредит — çĕнĕ клиентсене.

Кăçалхи акци вăхăтĕнче предпринимательсене тата вак предприятисене кредитсем парас, расчетпа касса енĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ятарлă условисем сĕнеççĕ, харпăр хăйĕн Visa Gold, Master Card GoldŸVisa Classic, Master Card Mass карттисем сĕнеççĕ. Çавăн пекех акци вăхăтĕнче Раççей Перекет банкĕн çĕнĕ клиенчĕсем валли бизнеса аталантармашкăн кредит илмелли уйрăм условисем вăйра тăраççĕ.

«Çурхи стартсем» акци вăхăтĕнче Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ вак бизнес валли семинарсем ирттерет. Çакнашкал тĕл пулусенче предпринимательсене, вак предприятисен ертÿçисене кредит илес енĕпе тата расчетпа касса тивĕçтерĕвĕн ыйтăвĕсемпе, çавăн пекех налук саккунĕсенчи улшăнусем, налук отчечĕ тăвас енĕпе тĕплĕн ăнлантарса параççĕ.

Акци Чăваш Республикин мĕн пур территорийĕнче иртет, 2008 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика