АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂПЧĂК САССИЛЛĔ АЧАСЕМ

02 апреля 2008 г.

 

Мартăн 25-мĕшĕнче «Комсомольское» культурăпа кану центрĕнче республикăри ача-пăча эстрада юррисен «Шăпчăк сасси» 5-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Çак уява Комсомольски, Елчĕк, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсенчен, Çĕмĕрлепе Канаш хулисенчен, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчен 30 ытла конкурсант хутшăнчĕ. Ÿсĕмне кура юрăçсен пултарулăхне виçĕ ушкăн тăрăх хакларĕç. Кĕçĕн çулсенчи артистсенчен виççĕмĕш преми лауреачĕ ятне пирĕн район хĕрачи, 9 çулти Люба Галкина çĕнсе илчĕ. Вăтам ушкăнра вара Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Сергей Петров палăрчĕ. Вăл — иккĕмĕш вырăнта. Фестиваль лауреачĕсем Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Пирĕн тепĕр икĕ хĕр ача — Лиза Зайцевăпа Диана Карпова — пултарулăхпа палăрнă. Çиччĕри Лизăна залра ларакансем питĕ кăмăлланă, çавăнпа унăн ăсталăхне ятарлă призпа хакланă. Диана вара фестивалĕн гран-прине илме тивĕç пулчĕ. «Шăпчăк сасси» фестивальте палăрнă шăпчăк сассиллĕ ачасем малашне те ÿсĕмсемпе савăнтарĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика