АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТНĂ УЧИТЕЛЬНИЦА

02 апреля 2008 г.

 

Мария Григорьевна Григорьева Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче ĕçлет. Юратаççĕ ăна вĕренекенсем. Мария Григорьевна ачасемшĕн вĕрентекен кăна мар, чи çывăх çын, юлташ, аппа... Ачасем çине нихăçан та сассине хăпартмасть. Ăна ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ, вĕрентекенĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулта ашшĕ-амăшĕсен комитетне ертсе пыма шаннă. Ку ĕçе те кăмăлпа туса пырать вăл. Çын хуйхи-суйхине те лайăх ăнланать, пулăшма тăрăшать.

Мария Григорьевна Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Григорий Иванович, тивĕçлĕ канăва кайичченех выльăх тухтăрĕнче пулса ĕçленĕ. Амăшĕ, Агафия Сергеевна, колхозра вăй хунă. Вĕсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Мария Григорьевна — чи аслă ачи, çавăнпах пулĕ ăна çамрăклах амăшĕпе юнашар ĕçлеме тивнĕ. Çум çумланă, утă çулнă, вăрман хуçалăхне йывăçсем лартма çÿренĕ, шăллĕсемпе йăмăкне те пăхнă. Çăмăлах килмен ачалăхĕ, вĕренес туйăм вара пысăк пулнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Мария Канашри пед-училищĕне çул тытнă. Ăна пĕтерсен Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта пуçламăш классен учительницинче икĕ çул ĕçленĕ. 1974 çулта тăван яла таврăннă, хăй вĕренсе тухнă шкулта ĕçлеме тытăннă. Çавăнтанпа 34 çул иртрĕ, Мария Григорьевна çав-çавах кашни ирех ĕç вырăнне васкать. Юратать вăл хăйĕн профессине. Куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илчĕ. Малтан Свердловскри пединститутра вĕренчĕ, икĕ курс хыççăн Шупашкара куçрĕ, ăнăçлă пĕтерсе алла диплом илчĕ.

Çапла çул хыççăн çул иртет. Мария Григорьевна — аслă категориллĕ учитель. 2007 çулта районти «Самый классный классный» конкурса хутшăнчĕ. Кăçалхи çул унăн вĕренекенĕ Александр Яковлев районти ăс-тăн вăййинче математикăпа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, республикăра ирттерекен вăййа хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Ĕçри çитĕнÿсем вăй параççĕ вĕрентекене. «Ăçтан кăна ĕлкĕрет»,— теççĕ ун çинчен ял çыннисем. Ара, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх! Пахчинче мĕнле кăна чечек, йывăç ÿсмест пулĕ. Çĕрпе питĕ туслă Мария Григорьевна. Ывăлне те чăн-чăн çын пулма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать. Амăшĕн ĕçĕ — ывăлĕшĕн тĕслĕх. Вăл психолог пулма вĕренет, Шупашкартан час-часах киле килсе каять.

Çак кунсенче Мария Григорьевна 55 çул тултарать. Эпир учитель-пенсионера çак уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ĕçре çитĕнÿсем тума вăй-хал сунатпăр, телей, ăнăçу яланах юнашар пулччăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика