АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВОЛЕЙБОЛ ВĂЙЙИНЕ КĂМĂЛЛАÇÇĔ

02 апреля 2008 г.

 

Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче çулсеренех вĕрентÿ пайĕн профсоюз организацийĕ йĕркеленипе районти шкулсен коллективĕсем волейболла выляса ăмăртаççĕ. Учительсем çак вăййа кăмăллаççĕ. Ахальтен мар хăшпĕр шкулсем икшер команда тăратаççĕ. Хĕрарăмсен 7 ушкăнĕ Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕнче ăмăртрĕ. Çивĕч кĕрешÿре çак шкулăн команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче вара — Тăманлă Выçли тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕсен командисем. Арçынсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне хуçасемех çĕнсе илме пултарчĕç. Призерсен шутне Комсомольски 1-мĕш, Нĕркеç вăтам шкулĕсен командисем кĕчĕç.

Хутăш командăсем кубокшăн Александровка тĕп шкулĕнче ăмăртрĕç. Ушкăнсенчен вуннăшĕ те ăсталăхпа, пултарулăхпа палăрчĕç. Апла пулин те вăйлисенчен вăйлисем те пур иккен. Хырхĕрри тĕп шкулĕн коллективĕ пĕрремĕш пулчĕ. Хырай Ĕнел, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсем те — призерсем.

Мала тухнисене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов, профсоюз организацийĕн председателĕ А.А.Яковлев саламларĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика