АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «МАНĂН СОВЕÇ ТАСА»,– ÇИРĔПЛЕТЕТ ГЕННАДИЙ ВОЛКОВ

02 апреля 2008 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсем республикăри икĕ район пуçлăхĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнине пĕлтерчĕç. Сăмах Сĕнтĕрвăрри тата Комсомольски районĕсен ертÿçисем Алексей Шумовпа Геннадий Волков пирки пычĕ. Çак информацие уçăмлатма ыйтса редакцие суйлавçăсем, хаçат вулакансем чылайăн шăнкăравларĕç. Лару-тăру пирки ăнлантарса пама Геннадий Федоровичран хăйĕнчен ыйтрăмăр.

— Чăнах та, мартăн 18-мĕшĕнче асăннă уголовлă ĕçе пуçарнă. Унта ман пирки икĕ статьяпа — должноçри полномочисенчен иртни тата службăри ултав — тесе палăртнă. Тÿрре тухас тесе мар, хамăн суйлавçăсене ĕç чăннипе мĕнле пулса тухни пирки ăнлантарса парасшăн. Хăйăр карьерĕпе çыхăннă япала ку. 1992 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнчи федераллă закон тăрăх, лицензиллĕ карьертан çеç çĕр айĕнчи пурлăхсене илме юрать. Çав хушăрах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи 164 "-лĕ Постановленийĕ пур. Унăн II пайĕн 2.4 статйипе килĕшÿллĕн, район нушипе хамăр территорири хăйăр кăларакан вырăнсенчен лицензисĕрех 5 метр тарăнăшне çити хăйăр илме ирĕк пур. Хырхĕрри çывăхĕнчи карьерти хăйăрпа Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн çуртне тунă çĕрте усă курнă. Çак карьера каярахпа лицензилерĕмĕр. Чăнах та, постановление вăхăт иртсен çеç кăларнă, иртнĕ вăхăтпа алă пуснă. Йăнăш çак енĕпе пулчĕ. Тепĕр хут калатăп, «хăйăр историйĕ» пĕтĕмпех район интересĕсемпе, ырă ĕç тăвас тĕллевсемпе çыхăннă. Манăн совеç таса. Следстви органĕсем çакна çывăх вăхăтрах çирĕплетсе парасса шанатăп.

Чăваш Енре халиччен пĕртен-пĕр лицензиллĕ карьер пулнă — Шупашкарти юханшыв порчĕн. Паянхи куна пирĕн районти 2 карьерăн лицензи пур,— хуравларĕ район пуçлăхĕ Геннадий Волков.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика