АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФЕСТИВАЛЬТЕ ПУЛТАРУЛĂХНЕ КĂТАРТРĔÇ

29 марта 2008 г.

 

Ялти клубра шкул ачисем хушшинче «Минута славы» конкурс иртрĕ. Конкурса 4-мĕш класс хĕрачисем «Кĕрекере» юрăпа пуçларĕç. Çак юрă сăмахĕсем чăнахах та ялти халăхăн пĕрлĕхне, тăванлăхне, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕррине, кĕрекере те пĕрлех савăнма пултарнине сăнларĕç. Тăваттăмĕшсемех «Чечек» ташă, «Циркачсем» номер кăтартса пачĕç.

Екатерина Киргизова сцена çинче хăйне чăн-чăн артист пекех килĕшÿллĕ тытрĕ. 2-мĕш класра вĕренекен Ольга Зверева «Буратино» ташăпа куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Мĕнле кăна номерсем кăтартса памарĕç-ши ачасем! Юрăсем, ташăсем, циркри номерсем тата ытти те пулчĕ конкурсра. 2-мĕш тата 3-мĕш классенче вĕренекен Ирина Киргизовăпа Вера Григорьева кăшăлпа выляса кăтартрĕç. Кунта та Верăна çитекенни пулмарĕ. Сцена çинче вăл çĕлен пек авкаланчĕ, кăшăла вĕçертмесĕр тем тĕрлĕ хусканусем турĕ. 3-мĕш класс ачисем «Живая загадка» вăйă кăтартрĕç. «Куккукĕ» вара куракансем çине чутах «вĕçсе» каятчĕ.

Конкурс хĕрсех пычĕ. Ăна малалла аслăрах классенче вĕренекенсем тăсрĕç. 5-мĕш класс артисчĕсем музыка инструменчĕпе каларĕç, кунтах акробатсем те хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Алена Поляковăпа Ирина Зверевăна çитекенни пулмарĕ. Вĕсем чăн-чăн клоунсемех пулчĕç, тумĕ те питĕ хитре. 6-мĕш класра вĕренекен Алексей Киргизов хăйĕн кĕлеткине тĕрлĕ енлĕ тыткалама пултарать иккен. Урисемпе мăйне те çавăрса илет, сцена тăрăх шăвать. Вăл телевизор çинче кăтартакан артистсенчен пĕрре те кая мар! Ку класра модельерсем те пур. Пуринчен ытларах Таня Молокинан сарафанĕ кăмăла кайрĕ. Ăна çĕлеме мĕн чухлĕ канфет çисе янă пулĕ вĕсем! Маша Сорокинапа Венера Бархонова гимнасткăсем иккен! Чи пултарулли вара Вероника Киргизова (сăнÿкерчĕкре) пулчĕ. Инди ташшине ташласа халăха тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Тумне вăл хăех çĕленĕ, ташшине те хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Алексей Андреев хуткупăс каласа Сергей Николаевпа «Коробейники» юрра юрларĕç, çак классемех тата «Акробаты» номер кăтартса пачĕç.

8-мĕш класра вĕренекенсем модăпа тĕлĕнтерчĕç. Кама кăна сăнласа памарĕç-ши вĕсем! «Тарзанĕ» те пур вĕсем хушшинче. Михаил Плешковпа Андрей Тарасов «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăва театр артисчĕсем пекех выляса кăтартрĕç.

9-мĕш класра «Елена Степаненко» пародистка та пур иккен. Наташа Яковлева виçĕ сасăпа «Мĕнле начарланмалла-ши?» монолог вуларĕ. Вăл пур енчен те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать.

10-мĕш класри ачасем мода кăтартрĕç, юрă юрларĕç. «Дикари» ташша тĕлĕнмелле лайăх ташларĕç.

Конкурс Вика Павлова «Иерусалим» юрă юрланипе вĕçленчĕ. Унăн çепĕç сасси куракансен чĕрине хумхантарчĕ. Йĕри-тавра акăш пек ярăнса çÿрекен Снежана йăмăкĕ çак юрра тата ытларах витĕм кÿчĕ.

Номерсене хаклама жюри членĕсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Кунта куракансем те хутшăнчĕç. Вĕсем кашни хăйĕн кăмăлне каякан номерсене палăртрĕç. Юлашкинчен жюри председателĕ Николай Митрофанович Перьев тата шкул директорĕ Юрий Николаевич Емельянов сцена çине хăпарчĕç. Тивĕçлисене дипломсем, хаклă парнесем парса чысларĕç.

Конкурс пурин кăмăлне те кайрĕ, ачасен пултарулăхĕ кашни çулах ÿссе пынине кăтартса пачĕ. Шкулта вĕренекенсем малашлăхра модельер та, цирк артисчĕ те, юрăçă та, ташă ăсти те пулма пултарнине çирĕплетсе пачĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика