АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСТА САМБИСТСЕМ ПУР

29 марта 2008 г.

 

Шкулта В.Тумаков воин-интернационалист ячĕпе самбо енĕпе кĕрешÿ иртрĕ. Çак ăмăртăва 7 команда, 75 кĕрешÿçĕ хутшăнчĕ. Кавир çинче хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Командăсем хушшинче 1-мĕш вырăна Асанкасси вăтам шкулĕ, 2-мĕш вырăна Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ йышăнчĕç.

Пирĕн шкулта вĕренекенсенчен хăйсен виçеллисенче пĕрремĕш вырăна С.Тумаков тата А.Фадеев, 2-мĕш вырăна Д.Краснов, А.Матвеев, А.Андреев, Л.Муллин, А.Кочанов, Т.Григорьева, В.Бархонова, 3-мĕш вырăна Д.Мурзаев, В.Сорокин, А.Тумакова, П.Киргизов, Е.Зверева, М.Егорова çĕнсе илчĕç.

Самбо енĕпех район команди Шăмăршăра та тупăшрĕ. Çак кĕрешĕве пирĕн шкулти С.Тумаков тата А.Матвеев хутшăнчĕç. Район чысне хÿтĕлесе Сергей 1-мĕш, Алексей 3-мĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Район команди вара 3-мĕш пулчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика