АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕХНИКА ТĔРĔСЛЕВĔСЕМ ПУÇЛАНЧĔÇ

29 марта 2008 г.

 

Иртнĕ çулхи пекех, кăçал та тракторсен техника тĕрĕслевне мартăн 25-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирмăран пуçларăмăр. Кунта пысăк кăлтăксем асăрхамарăмăр. Тракторсем пурте тĕрĕслев витĕр аван кăтартусемпе тухрĕç. Паллах, хăшпĕр механизаторсем унти тракторсем çĕнĕ тата чылайăшĕ ют çĕршывсенче туса кăларнисем, тейĕç. Анчах та техникăна кирлĕ пек ĕçлеттермесен, пăхса тăмасан юрăхсăра кăларасси йывăр ĕç мар. Кунти тракторсем апрель уйăхĕнчех хире тухаççĕ те кашни кунах иртен пуçласа çĕрлене юличчен ĕçлеççĕ. «Слава картофелю» агрофирма малтан пĕртен-пĕр çĕрулмипе çеç вăй хунă пулсан, юлашки çулсенче пахчаçимĕç те, тырпул та туса илет. Сухалакан çĕр лаптăкне те ÿстерсе пыраççĕ. Ĕç тухăçлăхĕ техника юсавлăхĕнчен нумай килнине кунти механизаторсем лайăх ăнланаççĕ.

Агрофирмăн 17 единица техника шутланать. Хуçалăх çулсеренех кредитсем илсе техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшать. Агрофирмăра ăста механизаторсем ĕçлеççĕ. Çапах та инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕ пирки те калаçусем ирттертĕмĕр. Руль умне урă пуçпа лармаллине, ĕç вăхăтĕнче пĕрле ĕçлекен грузчиксен, сеяльщиксен тĕлĕшпе асăрхануллă пулмаллине аса илтертĕмĕр. Паллах, кунта та пĕчĕк кăлтăксем асăрхарăмăр. Хăш-пĕр трактористсен удостоверенийĕсенче вăл е ку тракторпа ĕçлеме ирĕк паракан категорисем çук. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем пулмарĕç.

Ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен кунта мĕнпур кăлтăксене пĕтерессе шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика