АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăк тусĕсем тупăшнă

15 июня 2018 г.

Июнĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли куна паллă турĕç. Çак кун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем "Çутçанталăк, эпир санăн тусусем!" экологи квест-вăййине хутшăнчĕç.

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем В.Боровкова, Е.Васильева тата В.Горбунова ачасене станцисем тăрăх çулçỹреве йыхравларĕç. Кашни команда хăйĕн маршручĕпе 5 станци витĕр тухрĕ ачасем вĕсенче хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç.

"Литературăллă" станцинче ачасем çутçанталăка тата тавралăх илемне сăнланă вырăс çыравçисен тата сăвăçисен хайлавĕсемпе паллашрĕç.

"Тупсăмне туп" станцинче ачасем тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç, çутçанталăк çинчен çырнă кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç. "Эрудит" станцинче те вĕсене пуçватмăшсем кĕтрĕç. "Тăван ен сукмакĕсем тăрăх" станцинче ачасем республикăри вĕçен кайăксемпе чĕр чунсене епле пĕлнине кăтартса пачĕç. "Çутçанталăк сывлавĕ" станцинче конкурса хутшăнакансем районта тата Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакансем валли экологи сĕнĕвĕсем хатĕрлерĕç, çутçанталăк тасалăхне упрани пулас ăрусемшĕн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Ăмăртура "Лĕпĕшсем" команда чи нумай балл пуçтарса финиша пĕрремĕш çитрĕ.

И.ЯНДРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика